Архангельск районĕ

Арха́нгел райо́нĕ (пушк. Архангел районы) — Пушкăрт Республикин муниципаллă районĕ. Администраци центрĕ — Архангельское.
ТавралăхĕПравить
Муниципаллă район республикăн варринче, Ĕпхӳрен кăнтăр-тухăçнелле вырнаçнă, унăн территори лаптăкĕ 2422 çм². Район çĕрне «Карламан—Белорецк» чукун çулĕ тата «Ĕпхӳ—Белорецк» автоçул иртет.
Кун-çулĕПравить
Архангел районне 1930 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче туса хунă, ун чухне ПРТĔК Президиумĕн йышăнăвĕпе, Пушкăрт Автономи Республикинчи кантонсен пайланăвне пăрахăçланă та 48 район йĕркеленĕ.
Пурăнан халăхПравить
Районта 19 829 çын (2010) пурăнать, çав шутра пушкăртсем (46 %), тутарсем (9,2 %).
Арх-Латыш ял канашĕнче пĕр çĕрте латышсем пурăнаççĕ.
Паллă çынсемПравить
- Гареев Альберт Масгутович — тухтăр.
- Киселев Иван Александрович — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Пстыго Иван Иванович — авиаци маршалĕ, Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Саевич Тимофей Александрович — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Ханов Олег Закирович — артист.
- Юлбарисов Эрнст Мирсаяфович — нефтяник.