Апчева Ольга Гурьевна

Ольга Гурьевна Апчева (2.8.1940, Вăтаел Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССРП — 23.1.1984, çавăнтах) — чăваш/совет колхозра ĕçлекенĕ, ССРП Аслă Канашĕн депутачĕ.

Ольга Гурьевна Апчева
Çуралнă вăхăт 1940, çурла, 2
Çуралнă вырăн Вăтаел Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт 1984, кăрлач, 23
Вилнĕ вырăн Вăтаел Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Гражданлăх ССРП
Пăхăнулăх
Премисемпе чысланисем
Октябрь Революци орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ

ССРП Аслă Канашĕн Национальноçсен Канашĕн 9-мĕш чĕнĕвĕн (1974—1979) Чăваш АССР 684-мĕш №-лĕ Вăрнар суйлав тăрăхĕн депутачĕ, Национальноçсен Канашĕн Мандат комиссин пайташĕ.

Биографи тӳрлет

1940 çулта Йĕпреç районĕнчи Вăтаел ялĕнче çуралнă. Нимле партие кĕмен. Тулли мар вăтам пĕлӳ илнĕ.

1955 çултанпа — колхозница, пăру пăхаканĕ, 1967 çултанпа — Йĕпреç районĕнчи Калинин ячĕллĕ колхазăн доярки.

О. Г. Апчева 1984 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче вилнĕ. Ялти çăва çинче пытарнă.

Асăрхавсем тӳрлет

Çăлкуçсем тӳрлет

  • Депутаты Верховного Совета СССР. 9 созыв. Издание Президиума Верховного Совета СССР. — М.: 1974.