Анӑҫри Дарфур
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Дарфур пăхăр.
Анӑҫри Дарфур (арап. غرب دارفور; транслит: Gharb Darfur) — Суданри 18 провинцисенчен пӗри.
Администраци Эль-Генейна хулара вырнаҫнӑ.
Тавралӑхӗ
тӳрлетЛаптӑкӗ — 79 460 км².
Тухӑҫ енчен Ҫурҫӗрти тата Кӑнтӑрти Дарфурпа чикӗленсе тӑрать, анӑҫ енче — Чадпа.
Халӑх йышӗ
тӳрлетХалӑх йышӗ — 1 308 225 ҫын (2008 ҫул).
Истори
тӳрлет2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Анӑҫри Дарфур провинцин пӗр пайӗнчен Тӗп Дарфур провинцине йӗркеленӗ, унта Заллинги, Джебель-Марра, Вади-Салих, Мукджар округсем куҫнӑ.
Дарфур хирӗҫӗвӗ Анӑҫри Дарфур территорине те ярса илнӗ.
Административлӑ пайланӑвӗ
тӳрлет2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен провинци 7 округа (дистрикта) пайланнӑ:
- Кулбус (Kulbus)
- Аль-Генеина (Al Geneina)
- Заллинги (Zallingi)
- Джебель-Марра (Jebel Marra)
- Хабиллах (Habillah)
- Вади-Салих (Wadi Salih)
- Мукджар (Mukjar)