Аншарлиçĕсем
«Аншарлăçсем» (выр. Самогонщики) — 1961 çулта «Мосфильм» киностудире Леонид Гайдай режиссёр ӳнерленĕ совет камитлă-шаркурни илемлĕ кĕске фильм. Çак фильм «Камитлă фильмсен пуххине» (Мосфильм, 1961) кĕрет, унта çаплах («Чужой бумажник», «Водяной», «Большие неприятности») пур.[1]
Аншарлăçсем | |
Самогонщики | |
Фильм постерĕ | |
Жанр |
камит шаркурни фильмĕ |
---|---|
Режиссёр | Леонид Гайдай |
Продюсер | - |
Сценари авторĕ |
Леонид Гайдай, Константин Бровин |
Оператор | Константин Бровин |
Композитор | Никита Богословский |
Кинокомпани | «Мосфильм» |
Тăсăлу | 18 минут |
Патшалăх | ССРП |
Çул | 1961 |
Унченхи фильм | Барбос йытă тата култарса чупни |
IMDb | ID 0055400 |
Сюжет
тӳрлетВăрманти пысăках мар пураллă пӳртре виç тус — Хăравçă, Балбес тата Пулнăçке — сутмашкăн аншарли юхтараççĕ. Ĕçĕ ăнса пырать-ха. Аншарлине сахăр татки çине сăрăхтарса Барбос йытта параççĕ. Йытă, çаксем çине кӳренсе, тулли кĕленчесене ӳпĕнтерсе, аншарли юхтармалли аппаратран спираль евĕр пăрăхне тăпăлтарать те вăрмана тухса тарать. Виççĕшĕ те йытăна хăваласа чупаççĕ. Юлашкинчен, пурĕ те пĕрле милици уйрăмне çитеççĕ, унта вĕсене ареслеççĕ.
Рольсем
тӳрлет- Георгий Вицин, Хăравçă аншарлăç
- Евгений Моргунов, Бывалый аншарлăç
- Юрий Никулин, Балбес аншарлăç
- Рекс йытă — Барбос йытă
- Владимир Пицек, хаяр милиционер.
Пултарулăх ушкăнĕ
тӳрлет- Сценари авторĕ: Леонид Гайдай
- Режиссёр: Леонид Гайдай
- Оператор: Константин Бровин
- Ӳкерçĕ: Константин Степанов
- Композитор: Никита Богословский
- Сăвăç: Владимир Лифшиц
- Директор: Пётр Феллер
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Юрий Никулин, Георгий Вицин, Евгений Моргунов - «Песня самогонщиков» (выр.). Тĕрĕсленĕ 1 Нарӑс уйӑхӗн 2021.
Каçăсем
тӳрлет- НТВ — Документальный цикл «Спето в СССР» — «Песня самогонщиков» (2010 çулхи юпан 30-мĕшĕнчи эфир)