Антонин Дворжак
Антонин Дворжак, — чех кĕвĕçи. 1841 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă, 1904 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче вилнĕ.

Кун-çулĕ тӳрлет
Антонин Дворжак пурнăçне Йозеф Шкворецкий хăйĕн Scherzo capriccioso романĕнче тĕплĕ уçса панă.
Антонин атеросклерозпа чирлесе вилнĕ.
Ĕçĕсем тӳрлет
Антонин Дворжак хăйĕн «Русалка» оперипе паллă.
Çавăн пекех вăл çак ĕçсене çырнă:
- «Гимн» кантете;
- «Морав деэчĕсем»
- оркестр валли «Славян ташшисем»
- «Stabat Mater»
- скрипкăллă оркестр валли концерт, 1880
- «Тăван ен» увертюрa, 1882
- «Гуситсен» увертюрa, 1883
- «Таса Людмила» оратори, 1886
- «Çĕнĕ Тĕнчерен» 9-мĕш симфони, 1893
- «Паттăрсен юрри», 1897
Оперăсем тӳрлет
- Alfred, 1870
- Král a uhlíř, 1871, иккĕмĕш редакци - 1874
- «Кутăнсем» (Tvrdé palice), 1874
- «Ванда» (Vanda), 1875
- «Чее хресчен» (Šelma sedlák), 1877
- «Дмитрий» (Dimitrij), 1882, иккĕмĕш редакция 1894. (Суя Дмитрий пирки).
- «Якобинец» (Jakobín), 1888, 1897
- «Шуйттанпа Кача» (Čert a Káča), 1899
- «Русалка» (Rusalka), 1900
- «Армида» (Armida), 1903. Торквато Тассо тăрăх.