Антикĕлетке
Антикĕлетке, нумайлă хисепре антикĕлеткесем — иммун тытăмĕн плазмăллă пайрăмĕсем кăларакан глобулăлла шултра шуррисем. Вĕсем юн плазмин тытăмне кĕреççĕ тата бактерисен, кăмпасен, нумай пайрăмлă паразитсен, вируссен патогенĕсен пайрăмĕсене, çавăн пекех шурриллĕ наркăмăшсене тата ытти хăшпĕр ют япалалăхсене нейтрализацилеççĕ.
Кашни антикĕлетке организмра пулма тивĕçлĕ мар патогенăн хăйне евĕрлĕ элементне — антигена тата ун тытăмĕнчи уйрăм пайвырăна (ăна эпитоп теççĕ) — палласа илет. Патоген çийĕнчи антигенпе тĕл пулса антикĕлеткесем çавсене е хăйсемех нейтрализацилеççĕ, е çакнашкал тĕллевпе иммун тытăмĕн ытти компоненчĕсене явăçтараççĕ. Сăмахран, комплимент тытăмне тата фагоцидсене. Антикĕлекесем — спецификăллă гумораллă иммунитетăн компоненчĕсем.
Вуламалли
тӳрлет- Гауровиц Ф., Иммунохимия и биосинтез антител, пер. с англ., М., 1969
- Незлин Р. С., Биохимия антител, М., 1966
- Портер Р., Структура антител, в сборнике: Молекулы и клетки, в. 4, пер. с англ., М., 1969
- Kabat Е. A., Structural concepts in immunology and immunochemistry, N. Y., 1968.