Андорра-ла-Вьеха

(Андорра-ла-Велья ҫинчен куҫарнӑ)

Андорра-ла-Велья (кат. Andorra la Vella) или Андорра-ла-Вьеха (исп. Andorra la Vieja) — Андорра тĕп хули тата çичĕ паррокисенчен пĕри.

Округ Андорра-ла-Велла Андорра картти çинче

Халăх йышĕ — 20 724 (2002). Çĕр лаптăкĕ — 12 тв. çм.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Хула Пиреней тăвĕсем çинче, 1000 м çӳллĕшĕнче, Валира юханшыв хĕрринче вырнаçнă.

Истори

тӳрлет

Хулана IX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче никĕсленĕ. Андорра кнеçлĕхĕн тĕпĕ 1278 çултанпа. 1993 çулта пĕрремĕш конституци йышăннă.

Хуçалăхĕ

тӳрлет

Тухăçăн тĕп çăлкуçĕсем — çулçӳревлĕх, сутă-илӳ, банк ĕçлĕхĕ.