Амонтон — Кулон саккунĕ

Амонто́н — Куло́н саккунĕ — эмпирикăлла саккун, ĕскерсем пĕр-пĕрин тĕлĕшпе шунă чухне пулакан сĕртĕнÿ вăйне ĕскере çий енчен тивекен нормаллĕ реакцин вăйĕпе линилле çыхăнтараканскер.

Шунă чухне сĕртĕнÿ вăйĕ еплерех витĕм кÿнине схемăласа кăтартни: W — йывăрăш вăйĕ, N — нормаллĕ реакцин вăйĕ, F — ĕскере шутаракан вăй, Ff — сĕртĕнÿ вăйĕ

Пĕр ĕскер тепĕр ĕскер çийĕпе шунă чухнехи сĕртĕнÿ вăйĕ ак çапла пулать

тата вăл ĕскерсем хушшинчи çийе тангенциаллĕ тата куçнăлăха хирĕç вырнаçнă. Кунта  — асăннă çийсен сĕртĕнӳ коэффициенчĕ (йăмлăхран тата çийсене еплерех якатнинчен, çавăн пекех температурăран, танлаштаруллă хăвăртлăхран килет, анчах сĕртенекен лаптăк капĕпе çыхăнман),  — тĕрев шутланакан ĕскерĕн нормаллĕ реакцин вăйĕ (контакт лаптăкĕнчен тата пусăмран килет).

Ньютонăн виççĕмĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн, асăннă сĕртĕнÿ вăйĕ ĕскертен тĕрев патне те, тĕреврен хайхи ĕскер патне те пырса тивет.

Асăрхавсем

тӳрлет

Литература

тӳрлет
  • Сивухин Д. В. Общий курс физики. — М.: Наука, 1979. — Т. I. Механика. — С. 101—102. — 520 с.
  • Справочник по триботехнике / Под ред. М.Хебды, А. В. Чичинадзе. — М.: Машиностроение, 1989. — Т. 1. — С. 19, 118.
  • Крагельский И. В., Виноградова И. Э. Коэффициенты трения. Справочное пособие. — М.: Машгиз, 1962. — С. 9, 11.
  • Зозуля В. Д. и др. Словарь-справочник по трению, износу и смазке деталей машин. — 2-е изд., перераб. и доп. — Киев: Наук. думка, 1990. — С. 66.
  • Первозванский А. А. Трение — сила знакомая, но таинственная // Соросовский образовательный журнал. — 1998. — № 2. — С. 129—134.

Каçăсем

тӳрлет