Ама Даблам
Ама Даблам — Гималайри ту, тӗп ту тӑррин ҫӳллӗшӗ — 6814 м, чи аялта вырнаҫнин — 5563 м. Непалти Кхумбу регионӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӳллӗшӗ пысӑках мар пулин те, хурми хӑйне евӗрлӗ пулнӑран ӑна пурте пӗлеҫҫӗ. Эверест таврашӗнчи чи илемлӗ ту тӑррисенчен пӗри шутланать. Сагарматха наци паркӗн территоринче вырнаҫнӑ.
Ама Даблам | |
---|---|
Ту хысакӗ | Махалангур-Химал[d] |
Танлаштаруллӑ ҫӳллӗшӗ | 1027 метр |
Тӗнче пайӗ | Ази |
Патшалӑх | |
Административлӑ-территориллӗ пай | Сагарматха[d] |
Сыхлакан тӑрӑх | Сагарматха наци паркӗ[d] |
Ҫутҫанталӑк объекчӗ шутӗнче | Гималай тăвĕсем |
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 6814 метр |
Медиафайлы на Викиампар |
Этимологи
тӳрлетЯтӗнчи «Ама» — анне е асанне/кукамай тенине пӗлтерет, «даблам» — ятарлӑ ҫум ҫакки, ун ӑшӗнче шерп халӑхӗн карчӑкӗсем хаклӑ япаласем тытаҫҫӗ. Ту ҫинче даблама аса илтерекен ҫакӑнса тӑракан пӑрлӑх пур, айккинелле сарӑлакан ту хырҫисем вара ытама илекен анне аллисене аса илтереҫҫӗ.
Анлӑ сарӑлнӑ культурӑра
тӳрлетАма Даблама Непал рупин хӑшпӗр хут укҫисем ҫинче ӳкернӗ.
Ама Даблам ту тӑррине PepsiCo компани кӑларакан Aqua Minerale (Аква Минерале) бутилизациленӗ шыв этикетки ҫинче курма пулать, ҫавӑн пекех ӑна тавар паллине ӳкерчӗкӗ ҫине вырнаҫтарнӑ.
Ама Даблам сӑнне унччен малтан Invesco Perpetual Аслӑ Британи логотипӗ пек усӑ курнӑ. Каярахпа унпа INVESCO group хӑй усӑ курма пуҫланӑ.
Apple Ама Даблам сӑнне, Ник Мик ӳкернине, 2013 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче кӑларнӑ iOS 7 мобильлӗ операци системинчи обой пуххине кӗртнӗ пулнӑ.
Ту тӑррине хӑпарнисем
тӳрлетПӗрремӗш хут ун тӑрри ҫине 1961 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗнче Майк Гилл (Ҫӗнӗ Зеланди), Барри Бишоп (АПШ), Майк Уорд (Аслӑ Британи) тата Уолли Романес (Ҫӗнӗ Зеланди) хысакӑн кӑнтӑр-анӑҫ пайӗ урлӑ хӑпарнӑ. Вӗсем тӗплӗ акклиматизациленнӗ пулнӑ, Эдмунд Хиллари ертсе пыракан 1960-1961 ҫулсенчи Силвер Хатӑн ӑслӑлӑх экспедицине хутшӑннӑ май 5800 метр ҫӳллӗшӗнче хӗл каҫнӑ.
2017 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче Валерий Розов Ама Даблам ҫинчен чи малтан парашютпа бейс мелӗпе сикнӗ. 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тепӗр хут сикнӗ чухне Валерий Розов пурнӑҫӗ татӑлнӑ — сикнӗ вырӑнтан 30 метр аяларах вӑл хирӗҫ вӗрекен вӑйлӑ ҫил юхӑмне лекнӗ[1].
Сӑнсен пуххи
тӳрлетАсӑрхавсем
тӳрлетКаҫӑсем
тӳрлетКу статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Амадаблам статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |