Ален Робер
Ален Робер, — çӳллĕ çуртсем çине ятарлă хатĕрсемпе усă курмасăр хăпарнипе чапа тухнă франци çынни. 1962 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Çӳллĕ çуртсем çине хăпарнăшăн ӑна час-часах тĕрмене хупса лартаҫҫӗ.
1982 çулта Таиландра вăл 15 метр çӳллĕшĕнчен чулсем çине персе аннă. 6 кун хушши тăна кĕмесĕр вырăн çинче выртнă. Анчах та çур çул иртсен каллех хăйĕн юратнă ĕçĕпе аппаланма тытăннă.
Пĕр страхлакан компани те унăн пурнăçне страхлама килĕшмест.
Çитĕнĕвĕсем
тӳрлет- 2004 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче вăл 4 сехет (2 сехет хушшинче хăпарма шутланă) хушшинче Тайбэй 101 çӳллĕ çурт çине хăпарнă.
- 2007 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Петронас» çуллĕ çуртăн 60-мĕш хутĕнче ăна полици ярса илнĕ, çуртăн тăррине хăпарса çитме паман.
Каçăсем
тӳрлет- Официаллă сайчĕ 2000 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.