Александров Михаил Александрович

Александров Михаил Александрович, — паллă авиаконструктор. 1934 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче хальхи Шупашкар районĕнче вырнаçнă Мăн Марка ялĕнче çуралнă.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Михаил Александрович 1949 çулта Мăн Маркари çичĕ класлă шкула вĕренсе пĕтерет, 8-мĕш класа Ишекри вăтам шкула вĕренме кĕрет. Шкулпа сывпуллашсан, çамрăк каччă чарăнса тăмасть, Хусанти авиаци институтне пĕрремĕш курса самолетостроени факультета вĕренме кĕрет. Çав вăхăтрах студентсен конструктор бюровĕнче ĕçлеме тытăнать. 1958 пулас конструктор Хусанти институтран вĕренсе тухать, диплом ĕçне хӳтĕлет. "Вĕçев аппарачĕсене проект тăвакан" специальлĕхе алла илет, самолет тăвакан инженер-механик пулса тăрать. Авиаци промышленноçĕ ăна О. К. Антонов патне ярать.

1958 çултан пуçласа вăл О.К. Антонов патĕнчи пĕтĕм самолетăн проект ĕçĕнче вăй хунă: АН-24, АН-2М, АН-28, АН-38, АН-124 ("РУСЛАН") тата ытти те.

Михаил Александровăн проектсем тунă чухнехи ӳсĕмĕсене "Хисеп палли" орденпа, медальсемпе, ЦК КПСС Хисеп Грамотипе, "СССР изобретателĕ" ятпа хакланă.

Михаил Александров халь Киев хулинче пурăнать те ĕçлет. Вăл О. Антонов ячĕллĕ наукăпа техника комплексĕнчи пĕрремĕш конструктор.