Александри маякĕ

Александри маякĕ, — «Тĕнчен çичĕ тĕлентермĕшĕ» шутне кĕрекен паллă маяк. Ăна Вăта çĕр тинĕсĕнче хăрушлăхсăр судоходствăна тивĕçтерме тата пăрахутсемпе карапсем йышлă çӳрекен вырăнта тинĕсе сăнама туса лартнă. Александри çыранĕсем çывăхĕнчи Форос текен пĕчĕк утрав строительство площадки пулса тăнă. Питĕ пысăк чул никĕс çинче виçĕ мрамор башня вырнаçнă. Чи çӳлтинче - питĕ пысăк бронза чашăкра йывăç кĕлĕ тĕлкĕшсе тăнă, унăн çутине кăткăс система пулăшнипе 100 миль ытла инçĕшне сапаланă. Маяк çӳллĕшĕ 120 метра яхăн пулнă.

Александри маякĕ 1500 çула яхăн тытăнса тăнă. XII ĕмĕр патнелле Александри бухтине юшкăн нумай пухăнса тулнипе карапсем унта кĕрейми пулнă. Çаванпа та маяк кирлĕ мар пулса тăнă, вăрахăн арканма пуçланă. XIV ĕмĕрте çĕр чĕтреннипе арканнă. Кайрантарах унăн ишĕлчĕкĕсенчен мусульмансем форт хăпартнă. Форта темиçе хут çĕнĕрен хăпартнă, вăл халĕ те малтанхи вырăнта тăрать.