Акира Куросава

Акира Куросава (яп. 黒澤明), — япун кинорежиссёрĕ, продюсерĕ, сценари çыраканĕ, паллă режиссёрсенчен пĕри. 1910 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Японири Токио хулинче çуралнă. 1998 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче çавăнтах вилнĕ.

Акира Куросава

Пурнăçĕ тӳрлет

Исамупа Сима Куросавасен çĕмьинче Акира чи кĕçĕн ачи пулнă. Хăйĕн ачаллăхĕнчех вăл ӳнерпе кăсăкланнине асăрханă, ăна кайран, çитĕнсен, «Досюся» ятлă Хĕвеланăç евĕрлĕ ӳкерме вĕрентекен шкулта анлăлатнă. Ăсталăхĕ унăн пысăк пулнă, «Сейбуцу» ятлă ӳкерчĕкне 1928 çулта «Ника Экзибишин» куравра вырнаçтарнă. Колледжа кĕреймен пирки, вăл кинора хăйĕн çулне тупас тенĕ. Малтан чапа тухнă «Фото кемикл лабораториз» киностудире ĕçлекен Кадзиро Ямамото (Kajiro Yamamoto) режиссёр пулăшаканĕ пулнă.

Çичĕ çул ăна пулăшса ĕçленĕ хыççăн вăл пĕрремĕш «Дзюдо ăсти» (Sugata Sanshiro, 1943) кинокартинăна ӳкерме май тупнă. Ун валли сценарине те хăйех çырнă. Кинокартина XIX ĕмĕрте дзюдо епле аталанни çинчен каласа панă пулнă. Ун хыççăн вăл тепĕр вунă кинокартина ӳкернĕ. Вĕсен шутĕнче: «Чи хитрисем» (Ichiban utsukushiku, 1944), «Дзюдо ăсти II» (Zoku Sugata Sanshiro, 1945) тата «Усĕр Пирĕшти» (Yoidore tenshi, 1948). Ку Тосиро Мифуне çамрăк актёрпа пĕрле хатĕрленĕ пĕрремĕш ĕçĕ пулнă.

1950 çулта «Расёмона» (Rashômon) (кинокартинăра Тосиро Мифуне тата Такеси Симура вылянă) ӳкернĕ хыççăн ун чапĕ пĕтĕм тĕнчипе сарăлнă.

Фильмографи тӳрлет

  • 1941 — Лаша
  • 1943 — Дзюдо ăсти, 姿三四郎
  • 1944 — Чи хитрисем, 一番美しく
  • 1945 — Тигр хӳри çине пуссан
  • 1945 — Дзюдо ăсти II, 續姿三四郎
  • 1945 — Малашлăха хатĕрлекенсем, 虎の尾を踏む男達
  • 1946 — Пирĕн çамрăклăхшăн кулянмасăр, わが青春に悔なし
  • 1948 — Пĕр чаплă воскресени, 素晴らしき日曜日
  • 1948 — Ӳсĕр Пирĕшти, 醉いどれ天使
  • 1949 — Шăп çапăçу, 静かなる決闘
  • 1949 — Çапкаланчăк йытă, 野良犬
  • 1950 — Кĕвеçӳ, 醜聞
  • 1950 — Расемон, 羅生門
  • 1951 — Ухмах, 白痴
  • 1952 — Пурăнмалла, 生きる
  • 1954 — Çичĕ самурай, 七人の侍
  • 1955 — Эпĕ хăраса пурăнатăп, 生きものの記録
  • 1957 — Юнлă астул, 蜘蛛巣城
  • 1957 — Аялта, どん底
  • 1958 — Виçĕ путсĕр вăрттăн хӳтлĕхре, 隠し砦の三悪人
  • 1960 — Япăх çынсем канлĕ çывăраççĕ, 悪い奴ほどよく眠る
  • 1961 — Телохранитель, 用心棒
  • 1962 — Сандзюро, 椿三十郎
  • 1963 — Çăтмахпа тамăк, 天国と地獄
  • 1965 — Хĕрлĕ сухал, 赤ひげ
  • 1970 — Трамвай кустăрмисен сассипе / Dô desu ka den, どですかでん
  • 1975 — Дерсу Узала, デルス・ウザーラ
  • 1980 — Салтак мĕлки, 影武者
  • 1985 — Ран, 乱
  • 1990 — Тĕлĕксем, 夢
  • 1991 — Авăн уйăхĕнчи рапсоди, 八月の狂詩曲
  • 1993 — Халĕ те çук / Madadayo, まあだだよ