Акăлчансене сăнаса

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Акăлчансене сăнаса (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Кейт Фоксăн «Акăлчансене сăнаса: тыткаларăшăн вăрттăн йĕркелĕвĕсем» (акăл. Watching the English: The Hidden Rules of Behaviour) кĕнекене пĕрремĕш хут Hodder and Stoughton кăларавăшра 2004 çулта публикациленĕ.

Акăлчансене сăнаса
Watching the English: The Hidden Rules of Behaviour
Кăларăм

Акăлчансен тыткаларăш схеми:
Cоциаллă амак (Social Dis-ease)
Рефлекссем/хирĕçле реакцисем (Reflexes): юмор, чăтăмлăх, икĕпитлĕх
Хаклăхсем (Values): тĕрĕслĕх, тараватлăх, сăпайлăх

Пуласлăха кĕтнисем (Outlooks): эмпиризм, консерватизм, классен ăс-тăнлăхĕ
Автор: Кейт Фокс
Тăван чĕлхи: акăлчан
Хайланă çул 2004
Пичетленĕ: 2004

Аргументаци

тӳрлет

Хăйĕн кĕнекинче Кейт Фокс акăлчансен тĕлĕнтеркĕчĕсене, йăлисене тата фобисене тăршыва кăлрать. Вăл антрополог енчен акăлчансен характерне çырса кăтартать, вĕсен тыткаларăшĕнче çырман кăткăс йĕркелĕвĕсемпе тата палăртнă кодексĕн тĕлĕнтерĕшлĕ те кăсăклă детальсене тупса парать. Вăл акăлчансем епле пупленине, мĕнле тумтир тăхăннине, мĕн ĕçсе-çинине, епле ĕçлени-вылянине, машинăпа çӳренине тата ытти те фактсене тĕпчет. Çакнашкал йĕркелевсене британсем шалти ĕс-тăнлăх йăли-йĕркипе пăхăнса пурăнаççĕ[1]

“Çак кĕнекере акăлчансен калаçнин тата тыткаларăшĕн кашни аспектне микроскоп витĕр пăхаççĕ. “Акăлчансене сăнаса: тыткаларăшăн вăрттăн йĕркелевĕсем” кĕнекинче питĕ тĕплĕн, интереслĕ тата илленӳллĕ акăлчансен тыткаларăшне анализ туса панă”Western Daily Press

“Кĕнекере детальсене паха та сулăмлă анализ тунă. Фокс хăйĕн ”йăхĕн” тыткаларăшне ăслă та витĕр пăхса тухать, унăн ĕçне вуланă чухне пите йăл-кула килет. Унăн акăлчансем черетре тăнин хореографине тата çанталăк пирки пупленин этикетне сăнама та, кулăшла пăхма та талант пур”The Tablet

Массăллă культурăра

тӳрлет

Телешоусем

тӳрлет

Кейт Фокса британсен “The Lifestyle Show” телеярăмне [2] эксперт пулма чĕннĕ. Унта акăлчансен эмоцисем епле пулса тухнине сӳтсе явнă.

Çав. пекех

тӳрлет

Çăлкуçсем

тӳрлет
  1. ^ Watching the English — The hidden rules of English behaviour. www.sirc.org. Тĕрĕсленĕ 22 Кӑрлач уйӑхӗн 2017.
  2. ^ http://www.webchats.tv. çăлкуçран архивланă 3 Кӑрлач уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 5 Раштав уйӑхӗн 2019.

Литература

тӳрлет
  • “Design Education: Learning, Teaching and Researching Through Design”, 2011 by Gower Gower Publishing, USA
  • Anthropological Analysis and English “Eccentricity”, Dr. Edward Dutton