Абхази патшалăхĕ

Абхази патшалăхĕКавказри феодаллă патшалăхĕ, тĕпĕ — Анакопире (Çĕнĕ Афон), 806 çултанпа - Кутатиси (Кутаиси).

Истори

тӳрлет

Тăрăмлă Аносидсен ăрăвĕ Абазги кнеçлĕхĕн кнеçĕсенчен хăйĕн йĕрне тытса пынă. Вĕсем юнашар Саниги, Апсили тата Мисимини çĕрĕсене хăйсем çумне хушса пĕрлĕхлĕ патшалăх туса хунă. 786 çулта абхас кнуçĕ (архонт) Леон II Византи пăхăнăвĕнчен (протекторачĕнчен) тухса хăйне патша тесе пĕлтерет. 778 çулта Лази патшалăхĕн (Сасанидсен ăрăвĕн турачĕ) династипе туйла пĕрлешнĕ хыççăн Аносидсем [[Лазика|Лазикăна, тепĕр сăмахсемпе, пĕтĕм Анăç Грузине Лих хысакĕ таранах, хăйсем çумне туртса хураççĕ. Анчах часах Аносидсен ăрăве хăй сӳнсе ларать, астула, абхас патшисен амăшĕн йĕрĕпе, кăнтăр Грузири Багратидсен ăрăвĕн Баграт тăрăнĕ ларать. 1008 çултан пуçласа, Абхази патшалăхĕнче майĕпен ертӳ ĕç-пуçесем картвелсене куçать, тухăç грузи чĕлхипе культур аталанма тытăнать. Аслă Тамарăн патша титулĕсенче пĕрремĕш ячĕ "Абхазсен патши" çырнă пулнă. XII ĕмĕрĕн вĕçĕнче патшалăхăн ячĕ Грузи патшалахĕ палартăва куçать.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет