Абруков Виктор Сергеевич

Абруков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Виктор Сергеевич Абруков (11.1.1952, Хусан, Тутар АССР çур.) - раççей физикĕ, физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор (1998), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2013). [1][2] Ашшĕ — Абруков Сергей Андреевич, физик.

Абруков Виктор Сергеевич
Çуралнă вăхăт: 1952 çул, кăрлач, 11
Çуралнă вырăн: Хусан, РСФСР, СССР
Патшалăх:

Раççей Федерацийĕ

Ăслăх сфери: теплофизика,
Ăсчах степенĕ: физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ
Альма-матер: И.Н. Ульянов яч. ЧПУ
Чыславсемпе парнесем


Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2013)

Биографи тӳрлет

1952 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнче Хусанта çуралнă.

1974 çулта Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе тухнă.

1974–1986 çулсенче тăван университетĕнчех вăйне хунă, 1986–1994 çулсенче Шупашкарти вĕренӳ-консультаци пунктне ертсе пынă, Пĕтĕм Раççейри политехника институчĕн Шупашкарти филиалне (1992-па – Мускаври уçă патшалăх университечĕ) уçакансенчен пĕрри пулнă, 1994-па – ЧПУ доценчĕ, 1995 – профессорĕ, 1996-па – теплофизика кафедрин (2012-па хушма физика тата нанотехнологисен кафедри) ертӳçи , 2000–2003 – физика-техника факультечĕн деканĕ.

Тухтăр диссертацине («Интерферометрия процессов горения») 1995 çулта хӳтĕленĕ.

Ăслăх ĕçĕсем тӳрлет

180 ытла ăслăх ĕçне хатĕрлесе кăларнă.

  • Интерферометрия процессов горения // Известия НАНИ Чувашской Республики, 1996, №6;
  • Optical Diagnostics – Automatic Data Processing and Application in Fundamental Studies and Control Systems. In: Optical Methods and Data Processing in Heat and Fluid Flow/Professional Engineering Publishing, London, 2002.

Вуламалли тӳрлет

  • Сергеев, Т. С. Абруков Виктор Сергеевич / Т. С. Сергеев // Чувашская энциклопедия. – Шупашкар, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 15.

Асăрхавсем тӳрлет