Абалымов Николай Яковлевич
патшалăх хресченĕ, усламçă
Абалымов Николай Яковлевич (хăçан çурални паллă мар — 1930-мĕш çул хыççăн вилнĕ) — патшалăх хресченĕ, усламçă. Суту-илÿ ĕçĕпе пурнакан чăвашсен килйышăн паллă çыннисенчен пĕри.
Абалымов Николай Яковлевич | |
Абалымов Николай Яковлевич | |
Çуралнă вăхăт | паллă мар |
---|---|
Çуралнă вырăн | Хусан кĕперни, Çĕрпӳ уесĕ, Ушанар ялĕ (?) |
Вилнĕ вăхăт | 1930-мĕш çул хыççăн |
Пăхăнулăх | Раççей империйĕ |
Ашшĕ | Яков Клементьевич |
Ачисем | Александр Николаевич |
Пурнăçĕ
тӳрлетХăçан çурални паллă мар. 1930-мĕш çулта кулак тесе репрессиленĕ. Хăçан вилни паллă мар.
Ĕçĕсем
тӳрлетПатшалăх хресченĕ, усламçă. Тырă сутса пуйнă. Укçа çавранăшĕ — 160–195 пин тенкĕ (çулталăкра-ши?). Çил, шыв тата пăс арманĕсем тытса тăнă. Шăхран тата Вăрмар станцийĕсенче ун тырă склачĕсем пулнă. Халăхран çăмарта, чăх какайĕ пухса сутнă. Крестниккав ялĕнче вăл 265 теçеттин çĕрпе усă курнă.