Ĕриса
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, О’Кей пăхăр.
Ĕриса — чĕлхе майĕсемпе мĕнпе те пулин килĕшнине палăртни, хурав.
Ашмарин сăмахсарĕнче[1]:
Ĕриса (э̆риза), согласный (ар.). Изамб. Т. Ĕриса пулчĕ, согласился. Хурамал. Эсир кăна ĕçме (выпить) ĕриса-и, çук-и?
Никольский сăмахсарĕнче[2]:
Ĕриса согласный есир апата пыма ĕриса-и? — согласны ли вы придти на обед?
Тата тепĕр сăмахсарта[3]:
Ĕриса диал. согласный, согласен вăл кунта юлма ĕриса мар — он не согласен оставаться здесь ĕриса пул — согласиться
Хăшпирисем чăваш чĕлхинче килĕшĕве кăтартакан сăмах çук теме пăхаççĕ. Анчах та ку пачах та тĕрĕс мар. Кунашкал сăмахсем нумай: ия, çапла, вара, ара, тата, чăн, чăнах тата ытти те.
Чăннипех та интернационалла сăмах вара — о'кей, Америкăран килсе ернĕскер.