Ĕçчен
Ĕçчен, ку ăнлава ĕлĕкрехри сăмахсарсенче ăнлантарнисене пăхсан, ак çакна куратпăр.
Н. И. Ашмарин сăмахсарĕнче[1]:
ĕçчен (-ц'эн'), трудолюбивый. Ст. Чек. СПВВ. Ĕçчен, трудолюбивый, деловитый. СПВВ. ЕС. Ĕçчен — ĕçрен ӳркенмен, ялан ĕçлекен çын. СПВВ. Ĕçчен — ĕçлеме правур пулат. IЬ. Ĕçчен = еçлĕхлĕ, работящий. СПВВ. ПВ. Ĕçчен пул, наян ан пул. Б. Наян ан пул, ĕçчен пул. Не будь ленивым, будь трудолюбивым.
Н. В. Никольский сăмахсарĕнче[2]:
ĕçчен, трудолюбивый
Ку ăнлантарусенчен çак сăмах пĕр-пĕр индивидуума эмоцилле-хаклавла кăтартса пани курăнать.
Çак япала хльтерехри сăмахсарсенче те çаплах темелле[3]:
ĕçчен, 1. трудолюбивый, работящий деятельный ĕçчен çемье — трудолюбивая семья ĕçчен çын — работящий человек ĕçчен хурт — трудолюбивая пчела ĕçчен пул — быть работящим Ĕçчен алă ĕç тупать. — посл. Трудолюбивые руки найдут себе работу. Колхоз ĕçчене юратать. — посл. Колхоз любит трудолюбивых.
Ĕçчен тенине хирĕçле ăнлав — наян, кахал, юлхав, ÿркенчĕк.
Ĕçчен ăнлава вăйсăрлатма, сĕвĕртме хăтланни
тӳрлетН. И. Ашмарин тата Н. В. Никольский словарĕсенче ĕçчен сăмахăн пĕртен-пĕр пĕлтерĕш, ăна тĕрлĕ çĕрелле сапаласа яман. Анчах та хăшпĕр сăмахсарсенче çавна, çав пĕлтерĕше йÿнетсе яма хăтланни сисĕнет. Чăн малтанах нихçан та пулман хушма пĕлтĕрешсем хушнипе.
Сăмахран, М. И. Скворцов словарĕнче труженик тата работник пĕлтерĕшсем хушса хунă. Çав вăхатрах И. А. Андреев словарĕн 1961-мĕш çулхи кăларăмĕнче çаксем пĕри те çук. Каярахри кăларăмсенче çеç çавăнта ĕçчен тенине хушса хунă.
Çавăн пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет{{Асăрхавсем}