Ĕçтеш — ыттисемпе пĕр йышши ĕç тăвакан çын; коллега, партнёр, компаньон. Сăмахсарта[1]:

Ĕçтешсем
« ç.с. 1. Ыттисемпе пĕр йышши ĕç тăвакан çын; коллега, партнçр. Çак ыйтусене митинг хыççăн хама та, ĕçтешсене те, йăхташсене те паратăп. П-н, 1990, 2 /,11 с. Милици генерал-майорĕ Е.Салмин хăйĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле ... Я-в, 1995, 10 /, 85 с. Çапла пурăнатчĕ, ĕçлетчĕ журналистикăри ĕçтешĕмĕр. Т-ш, 1999, 32 /, 2 с. Элĕк район судйи Г.Скворцов вара ку енĕпе ытти ĕçтешĕсенчен уйрăларах тăрать. ХС, 1999, 19 /, 2 с. 2. Сотрудник, работник, ĕçчен. Пирĕншĕн, кафедра ĕçтешĕсемшĕн, асран кайми кун. Х-р, 2.10.1998, 22 с. «Мечта» парикмахерски ĕçтешĕсем таçти пĕлĕтри шухăшсене путнă пулас. ÇХ, 17.04.1998, 4с. —ăслăлăх ĕçтешĕ (А.Т.-Ыхра, 2000, 7 с.); гуманитари институчĕн ĕçтешĕсем (АМХ, 2001, 7—8 /, 8 с.). »

Çавăн пекех[2]:

« ç.с. Ĕçтешсен (1) пĕрлешĕвĕ (коллеги, гильди, предприяти). Н.Ильина модельер-художник ӳнер ăстисен «Паха тĕрĕ» ĕçтешлĕхĕнче капăр тума аталантарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатрĕ. ХЭ, 1996, 4 с. — адвокатсен ĕçтешлĕхĕ (ÇХ, 1998, 32 /, 4 с.). »

Тата тепĕр сăмахсарта[3]:

« компаньон сущ.муж., компаньонка жен. (син. соучастник) юлташ, ĕçтеш; компаньоны по фирме фирмǎри ĕçтешсем »
« »

Массăллă информаци хатĕрĕсенче:

  • АТТЕ МАНШĂН ĔÇТЕШ ТЕ, ЮЛТАШ ТА[4]
  • Пирĕн ĕçтеш пулнă Алена Павлована асăнса ыркăмăллăх каçĕ иртрĕ[5]
  • Манăн тепĕр «ĕçтеш» – Марат Масхутович Исмагилов ку управленире ĕçлеме пуçличчен малтан Йĕркеленĕ преступленисемпе кĕрешекен управленире вунă çула яхăн тăрăшнă[6]

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Неологический словарь чувашского языка
  2. ^ Неологический словарь чувашского языка
  3. ^ Русско-чувашский словарь. - Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во. Скворцов М.И., Скворцова А.В.. 2002.
  4. ^ АТТЕ МАНШĂН ĔÇТЕШ ТЕ, ЮЛТАШ ТА 2020 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. — Канаш хаçат (Чĕмпĕр), 1238-МĔШ (2013.10.24) КĂЛАРĂМ
  5. ^ Пирĕн ĕçтеш пулнă Алена Павлована асăнса ыркăмăллăх каçĕ иртрĕ — ГТРК Чувашия
  6. ^ ЖУРНАЛИСТСЕМ ПРОФЕССИНЕ УЛĂШТАРАÇÇĔ(ĕçлемен каçă) — Сувар, 776-МĔШ КĂЛАРĂМ