Ăркай
Аркай - тăварсăр шывра пурăнакан темиçе тĕслĕ пулăсен пĕрлехи ячĕ, лосось, Salmonidae йышне кĕрет.
Ăркай пахалăхĕсем
тӳрлетĂркай кĕлеткин пĕрре вуннăмĕш пайĕ тĕлĕнче, айăкки айĕн йĕрринче, çурăм ишкĕч вертикалĕ умĕнче, 15 - 24 пулă хуппи, хыçалти тухмалли патĕнчи ишкĕчĕ тĕлĕнче 13 - 19. Кĕлетки айккисем енчен лапчăклă; сăмси-янаххи кĕске те касăлчăклă; ...
Ăркайăн тĕсĕ шыв тĕсĕнчен тата шыв тĕпĕнчен, аптĕнчен тата çул тапхăренчен (вăлча сапнă тапхăрта ăркай тĕксĕмленет) килет. Акшар шывĕнче çутăрах тата кĕмĕл тĕслĕ пулă тĕл пулать, юшкăнлă е торф тĕпĕллĕ юханшывсенчи хураланать. Мăнтăр ăркай пĕр пек тĕслĕ пулать , унăн çурăмĕ çинче тумха сайрарах. Пĕр шыв калăпăшĕнчен теприне куçнă чух (ирĕк шывран çын туса хунă пĕвесене е хирĕçелле те куçарсан) ăркай часах хăйĕн тĕсне улăштарать.
Аçисем амисенчен кĕлеткипе пĕчĕкрех, пуçĕсем пысăк тата шăл шучĕ чылайрах; ватă аçисен янаххин вĕçĕçӳлеллĕ пăрăннă. Ашĕ шурă та, сарăрах та, хĕрлĕрех те пулать. Ăркай 1 м. тăршшĕ, йывăрăшĕ 20 кг таран; ытларах вăл 20-30 см вăрăммăшлĕ, 1-1,2 кг таять. Сарăрах е хĕрлĕрех çăмартисем диаметăрĕнче 4 - 5 мм. Аркайăн вăлчипе эмбриологин тĕрлĕ тĕпчевĕсенче усă кураççĕ. Аталанса пынă çем вăл ахаль ӳснинчен уйрăлма пултарать: тĕрĕс мар аталанни (икĕ пуçлă та, ытти те), гермафродитисăм тата альбинисăм.
Тĕсĕсем
тӳрлетĂркайăн çак тĕсĕсем пур:
- Salmo ăрачĕ
- Адриатика ăркайĕ - Salmo obtusirostris
- Юханшыв, кӳлĕ ăркайĕ е кумжа - Salmo trutta (темиçе кĕçĕн тĕс)
- Лаптак пуçлă ăркай - Salmo platycephalus
- Мрамăр ăркайĕ - Salmo trutta marmoratus
- Амударья ăркайĕ - Salmo trutta oxianus
- Охрид ăркайĕ - Salmo letnica
- Севан ăркайĕ - Salmo ischchan
- Род Oncorhynchus
- апачăсен ăркайĕ - Oncorhynchus apache
- Бив ăркайĕ(en:Biwa trout) - Oncorhynchus masou rhodurus
- Лосось кларка - Oncorhynchus clarki
- Гил ăркайĕ - Oncorhynchus gilae
- Ылтăн ăркай - Oncorhynchus aguabonita
- Асамлă ăркай - Oncorhynchus mykiss
- Salvelinus (Голец) ăрачĕ
- Salvelinus fontinalis timagamiensis
- Америка палийĕ - Salvelinus fontinalis
- Мăн пуçлă голец - Salvelinus confluentus
- Мальма - Salvelinus malma
- Озёрный голец-кристивомер - Salvelinus namaycush
- Кĕмĕл голец (çухалнă тĕс) - Salvelinus fontinalis agassizi
Вуламалли
тӳрлет- Jourdeil, "La truite, son histoire, ses habitudes etc." (Дижон,1872);
- Barfurth, "Biologische Untersuchungen über die Bachforelle" ("Archiv fur mikroskopische Anatomie", 27 т., 1886);
- Kupfer, "Die Befruchtung des Forelleneies" ("Bayersche Fischerei-Zeit.", 1885);
- Blanc, "Étude sur la fecondation de l'œuf de la truite" ("Ber.Naturf. Gesellsch. Freiburg", 8 т., 1894);
- Голубев, "История развитияфорели" (в "Труд. Спб. Общ. Естествоиспытат.", т. 16, 1886, проток.). М. Р.-К.
Каçăсем
тӳрлет- Юханшыв ăркай-пеструшка
- Амударья ăркайĕ 2006 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ăркайран апат-çимĕç,ещё
- Ăркайа çитĕнтерни 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.