Тури Пышмă
Тури Пышмă — Свердловск облаçĕн хули, Екатеринбургăн хула-çум. Пышмă кӳлмекĕнчен 15 çм çурçĕрелле вырнаçнă.
Пĕтĕмĕшле хыпарсем
тӳрлет«Тури Пышмă » муниципаллă йĕркеленӳлĕхне Среднеуральск хули, Исеть, Кедровое, Балтым поселокĕсем тата темиçе ял кĕреççĕ.
Промăçлăх кунта аталануллă, Урал тăвĕн металлурги компанийĕ вырнаçнă.
Кун-çулĕ
тӳрлетПăхăр Тăпралăх посёлока (1946 çулччен Çӳлти Пышман ячĕ) 1854 çулта, Пышма шывĕн пуçламăш тăрăхĕнче пăхăр тăприне тупăçлама тытăнсан никĕсленĕ. Минераллă тăпрана кăларма тытăнсан тепĕр 2 çултан пысăках мар пăхăр шăратакан завод ӳссе ларать. Анчах та ХХ ĕмĕрĕн пуçламăшне минераллă тăпра управĕ пĕтсе пынă çем поселок та ӳсме чарăнать.
Индустри тапхăрĕнче хула каллех вăй илме пикенет. 1929 çулта пăхăр-электролит заводне тĕп хураççĕ, пĕрремĕш металла 1934 туса илеççĕ. Халĕ ОАО «Уралэлектропăхăр» Урал тăвĕсен металлурги компанийĕн пуç завочĕ шутланать. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн хулара татах урăх заводсене ĕçе кĕртеççĕ. 1958 çулта Пышма Опытлă Заводне (паянхи ячĕ — «Уралсайрамет») хута яраççĕ (Тĕрлĕ сплавсем валли çĕрти сайра металсенчен лигатурăсем хатĕрлеççĕ, люминофорсем, оптикă монокристаллĕсене тăваççĕ).
Каçăсем
тӳрлет- Тури Пышмă администрацийĕн официалла сайчĕ 2022 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тури Пышмăн хыпарлă порталĕ 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
Интернет провайдерсем: Угмк-Телеком Геркон Ютел 2008 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тури Пышмă 2011 ҫулхи Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. ДубльГИС-Екатеринбург ĕç пулăмĕнче
- Тури Пышмă хулин интернет-форумĕ 2007 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тури Пышмă гербĕн историйĕ 2003 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.