Çырав машшынĕ
- Ку ăнлава Пичетлев машшынĕ тенипе, — типогрпфи хатĕрĕпе, — пăтраштармалла мар
Çырав машшынĕ (калаçура:[1] «пичетлев машшынĕ») — механикăлла, электромеханикăлла е электронла-механикăлла прибор,
Петĕр Хусанкай[2]:
Шаккать юлташăн чăвашла машшынĕ...
Ансат ĕçлетпĕр ку чухне, ансат.
Аса килет мăнтарăн Кĕçтенттинĕ,
Аса килет те чĕрене касать,
Вăл йывăçран машшын туса хăтланнă,—
Пĕччен алçырăвне камах пĕлет?
Пичетлĕ сăмаха епле сăхланнă
Пĕр кĕнеке те кăларман поэт!
Чернил тени те уншăн пулнă «чудă»:
Çырать те хуратать, каллех çырать...
Хура тĕс витĕр вăл курасшăн çутă,
Чĕлхемĕр вилĕмсĕрлĕхне шырать.
Сас паллисем чăваш хĕр куçĕ евĕр
Шăрçаланаççĕ шурă хут çинче...
Шаккатпăр, кĕнекен те пичетлетпĕр,
«Нарспи» çапах та çăлтăр пек инçе.
Малалла сире Вячеслав Шорников тексчĕпе паллаштаратпăр[3] 150 ҫул каялла, 1873 ҫулта, пичет машинкисене туса кӑларма тытӑннӑ. Ку ӗҫе Ремингтон хапрӑкӗнче пуҫланӑ. Унтанпа самай вӑхӑт иртрӗ пулин те, пичет машинкисемпе усӑ курасси пурнӑҫран тухса ӳкрӗ пулин те ҫак пичет хатӗрӗ хӑй вӑхӑчӗшӗн питӗ революциллӗ пулнӑ. Ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен паллашма сӗнетӗп.
Пичет машинкине шухӑшласа кӑларма общество тахҫантанпах ыйтнӑ темелле. 1714 ҫултах Англире тӗрлӗ текстсене пичетлеме пултаракан хатӗре туса кӑларма сӗнекен патша хушӑвӗ тухнӑ.
Ҫав ҫулах ҫакӑн йышши машинкӑн пӗрремӗш патентне акӑлчансен патша майри Анна Генри Милл валли ҫирӗплетнӗ. Изобретатель машинкӑна мӗнле тӑвассине кӑна мар, саспаллисене хут ҫине йӗркепе пичетлемелли меслете те патентленӗ. Шел пулин те, ҫак изобретение мӗнле те пулин тӗплӗнрех уҫса паракан информаци сыхланса юлман. Пичетлекен машинкӑна чӑн та хатӗрлени е унпа усӑ курни ҫинчен нимӗн те сыхланса юлман.
Тепӗр ӗмӗрте кӑна ҫынсем ҫӗнӗрен хӑвӑрт пичетлемелли меслет ҫинчен шухӑшла пуҫланӑ. 1808-мӗш ҫул тӗлнелле Пеллегрино Турри, вӑлах копилемелли хута шутласа кӑларнипе паллӑскер, хӑйӗн пичет машинкине хатӗрленӗ. Вӑл мӗнле ӗҫлени паянхи кунччен упранман, ҫапах та пирӗн вӑхӑтчен ҫак хатӗрпе пичетленӗ текстсем сыхланса юлнӑ.
Шуолзпа Гидденӑн пичет машинки, 1-мӗш Ремингтон (акӑл. Remington No.1) ятпа паллӑрнӑскер — тӑтӑш кӑларакан тата коммерци тӗлӗшпе ӑнӑҫлӑ пӗрремӗш пичет машинки, вӑл мӗнпур ытти пичет машинкисем валли ҫул уҫса панӑ.
Ӑна ӑсталас ӗҫ АПШ-ра 1867 ҫулта пуҫланнӑ. Хатӗре хатӗрлеме Кристофер Шоулзпа Карлос Гидден хутшӑннӑ. 1868 ҫулта Шоулз машинкӑна патентленӗ. Анчах ҫӗнӗ хатӗре производствӑна ямашкӑн унӑн укҫи-тенки пулман, Шоулз вара ӑна кӑлармалли правӑна Фил Ремингтона, хӗҫ-пӑшал конструкцилекен ҫынна сутнӑ. Унӑн фабрики хӗҫ-пӑшал, ҫӗвӗ тата тӑпрапа ӗҫлекен машинӑсем кӑларнӑ, унти инженерсем машинкӑна лайӑхлатас тӗллевпе тата 5 ҫул тӑрмашнӑ.
1873 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ремингтон фабрикинче ӑсталанӑ пичет машинкине хӑтланӑ — вӑл шанчӑклӑ та меллӗ модель пулнӑ. 1874 ҫулта кӑларнӑ машинкӑсен шучӗ ҫӗртен иртнӗ.
Машинкӑна чи малтан туянаканнисен хушшинче Америкӑри паллӑ ҫыравҫӑ Марк Твен пулнӑ. Анчах нумай вӑхӑт хушши пичет машинкисене пуянлӑха сӑнлакан япала пек хакланӑ. Халӑха ҫак тӗлӗнмелле техника ҫӗнӗлӗхне хӑнӑхтармашкӑн тата тепӗр сакӑр ҫул кирлӗ пулнӑ.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.