Çутлăх
Çутлăх — пĕлӳлĕхе тата культурăна сарни, куçарни. Çывăх ăнлавсем — çуттатуртаслăх, вĕрентӳ. Çавăн пекех — çутĕç.
Сăмахпа усă курнин тĕслĕхĕсем
тӳрлет- Çапла вара И.Тăхти малтанхи очеркĕсенче, тĕпрен илсен, çутлăх ыйтăвĕсене хускатни курăнать. ("Хыпар" хаçат, 26, август, 2014).
- Виççĕмĕшĕ. Çак икĕ ене çыхăнтарса халăх йăли-йĕркине тĕллевлĕ тĕпчет тата анлă пропагандăлать, çутлăх проекчĕсем пурнăçлать. (Надежда СМИРНОВА, «Хыпар», 06.02.2014.).
- “Хыпар” никĕслевçи - иккĕмĕш ăрури интеллигент - çав саманара чăваш халăхĕн ăс-хакăл, çутлăх ертӳçисенчен пĕри пулса тăрать[1].
Çутлăхăн енĕсем
тӳрлет- Культура енĕпе çутлăх.
- Санитарилле çутлăх.
- Политикăлла çутлăх.
- Педагогикăлла çутлăх.
- Психологи енĕпе çутлăх.
- Арамалăх çутлăхĕ.
Тата ытти те...