Çул-йĕр (транспорт), — çынна, тиеве, сигнала тата информацие пĕр вырăнтан тепĕр вырăна илсе çитермелли мĕнпур хатĕрсемпе мелсене кăтартакан ăнлав.

Çул-йĕр тĕсĕсемТӳрлет

Шывçи çул-йĕрĕТӳрлет

 
Юханшыври тиев карапĕ
Тĕплĕнрех Шывçи çул-йĕрĕ статьяна пăхăр.

Шывçи çул-йĕрĕ — чи авалхи çыхăнусем шутне кĕрет. Континентсене чукун çулпа çыхăнтариччен ку майпа ытларах усă курнă. Паллах, сăлтавĕ те пулнă — ку майпа тиевсемпе çынсене хăварт илсе çитерме май пулнă. Чи ансат çилкĕçлĕ кимĕн хăвăрлăхĕ те караванпа танлаштарсан талăк хушшинче тăваттă-пиллĕк хут ытларах пулнă. Тиевĕсем пысăк пулнă, турттарма çын сахалрах кирлĕ пулнă — çапла май ĕнтĕ ку çул-йĕрпе ытларах усă курнă.

Хальхи вăхăтра шывçи çул-йĕрĕсем тăрăх тĕнче тиевĕсен 60—67% турттараççĕ.

Автомобиль çул-йĕрĕТӳрлет

Тĕплĕнрех Автомобиль çул-йĕрĕ статьяна пăхăр.

Автомобиль çул-йĕрĕ паянхи кун чи анлă усă куракан çул-йĕр. Автомобиль çул-йерĕ ыттисенчен çамрăкрах — чукун çула XIX ĕмĕр варринче усă курма пуçланă пулсан, автомобильсене вара XIX ĕмĕр вĕçĕнче кăна. Автомобилĕн паха енĕсем — хăвăртлăх, çаврăнăçулăх.

Харпăр автомобильТӳрлет

Тĕплĕнрех Харпăр автомобиль статьяна пăхăр.

Хальхи вăхăтра автомобильсен ытларах пайĕ — харпăр хăйĕн. Ытларах ĕнтĕ кунта çăмăл машинасем кĕреççĕ. Ку автомобильпе çынсене тата тиеве 200 çухрăма илсе çитермешкĕн усă кураççĕ.

Обществăллă транспортТӳрлет

Тĕплĕнрех Обществăллă транспорт статьяна пăхăр.

Ку машинăсем шутне автобуссем (вуннăран ытларах пассажира илсе кайма пултарсан ăна çак машинсем шутне кĕртеççĕ), троллейбуссем кĕреççĕ. Хуласем хушшинче пысăк автобуссене усă кураççĕ — вĕсенче лармалли вырăнсем нумай, туалетпа гардеробта тĕл пулать. Çавна май ку автобуссем хăтлăх енĕпе чукун çулсемпе те тупăшма пултараççĕ.

Чукун-çулТӳрлет

Тĕплĕнрех Чукун çул статьяна пăхăр.

Сывлăш çул-йĕрĕТӳрлет

Тĕплĕнрех Сывлăш çул-йĕрĕ статьяна пăхăр.

Туртăм çул-йĕрĕТӳрлет

Тĕплĕнрех Туртăм çул-йĕрĕ статьяна пăхăр.

Пăрăх çул-йĕрĕТӳрлет

Тĕплĕнрех Пăрăх çул-йĕрĕ статьяна пăхăр.