Çирĕклĕ Кӳлĕри ик-виçĕ кун (тĕрленчĕк)
Ку статьяна викилемелле. Тархасшăн, ăна хатĕрлемелли йĕркепе çырса кĕртĕр.
|
Çирĕклĕ кӳлĕри ик-виçĕ кун - Владимир Садайăн очеркĕ. Унта вăрҫă хыççăнхи хресченсен пурнăçне сăнласа панă. Вăл 1960 çулта пĕрремĕш хут пичетленсе тухнă.
Ум сăмах
тӳрлетЧăваш республикинче пултаруллă писательсем чылай. Кашнийĕ вулакансене хăйне майлă илĕртет. Пурте вĕсем пĕр пĕринчен мĕнпе те пулин уйрăлса тăраççĕ: хăшĕсем хайлаври геройсене калăплассипе, теприсем çут çанталăка сăнланипе, пĕрисем чун хусканăвĕ çине пусăм тăваççĕ, теприсем вăй-хăват çине тата ытти те. Унсăр пуçне, кашни çыравçăн хăйĕн манерĕ, теми, идеи, тĕллевĕ, çулĕ, интересĕ…Илемлĕ сăмах ăстисем тем пирки те çыраççĕ. Çакă писатель хăш вăхăтра ĕçленинчен килет, мĕншĕн тесен литература пурнăçпа тачă çыхăннă, унпа пĕрлех улшăнса пырать (ĕмĕрсен кашни тапхăрĕнче хăйĕн жанрĕ теми аталанать).
1950 çулсенчен пуçласа çĕр-шывра И.В.Сталан пуç пулса хăйне мăнна хунă тапхăр сирĕлме пуçласан этем ирĕклĕхне хисеплесси, халăх шухăш-кăмăлне шута илесси сарăлса пырă. Шăпах çак вăхăтра ĕнтĕ чăваш литература ани çинче çĕнĕ йыщши талантсем шăтса тухаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Владимир Леонтьевич Садай (Цырульников). Садай вулакансене те, тĕпчевçĕсене те нумай шухăшлаттаракан, хăй евĕрлĕхĕпе тыткăнлалакан чылай каклав-повесть, роман çырнă. Çавăн пек илемлĕ, витĕмлĕ, тарăн шухăшлă хайлавĕсен шутне проза ăстин «Лётчиксем», «Туссем каллех пĕрле», «Шевлесем», «Çирĕклĕ Кӳлĕри ик-виçĕ кун» тата ытти хайлавĕсене илме пулать.Владимир Садайăн произведенийĕсенчи геройсем – ахаль çынсем: хăшĕ заводра, колхозра, совхозра ĕçлет, хăшĕ çарта Тăван çĕр-шыв, мирлĕ ĕç хуралĕнче тăрать… «Çирĕклĕ Кӳлĕри ик-виçĕ кун» очерк – «Шевлесем» ятлă повеçĕн малалли. Унта писатель колхозри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен пурнăçне, ĕçне-хĕлне кăтартма тăрăшнă. Автор сисĕмлĕ чунĕпе вĕсен психикине, характерне тата шалти туйăмне уçса парать. Очекрара писательпе пĕр вăхăтра пурăнакан çынсен ĕçĕ-хĕлĕ, туслăхĕ-юратăвĕ, савăнăçĕ-хуйхи çинчен каласа панă. Геройсем – лайăх, ĕçчен те тӳрĕ кăмăллă, малалла, çĕнни патне туртăнакан çынсем. Вĕсен хушшинчех вараланчăк кăмăллă, чăлах чунлă çынсем те пур. Вĕсене те Владимир Садай уççăн кăтартса пама, «таса шыв çине кăларма» пултарнă. Ăста çыравçă вулаканра çынлăх туйăмне вăратать, ăна аталантарса пырать. Çакна вăл мĕнле пурнăçлама пултарнине кăтартма эпир тĕпчев-шырав вали çак çыравçăн «Çирĕклĕ кӳлĕри ик-виçĕ кун» очеркне суйласа илтĕмĕр. Çак тĕпчев ĕçĕн тĕп тĕллевĕ вăл – В.Л.Садайăн очеркне тишкересси, пурнăçа кăтартса парас ăсталăхне пăхса тухасси.
Задачăсем:
- В.Л.Садайăн суйласа илнĕ очеркне вуласа тĕплĕн паллашасси, геройсен ĕçне-хĕлне ăша хывасси;
- Вăл е ку тĕпчевçĕ В.Л.Садайăн пултаруллăхĕ çинчен каланине тупса вуласси, вĕсенче тĕпчев ĕçĕнче май килнĕ таран усă курасси;
- Сăнарсене сăнламалли мелсене тупса палăртасси.
Ман шутпа, çак тĕпчевлĕ-шыравлă ĕç хальхи вăхăтра питĕ актуаллă. «Çирĕклĕ Кӳлĕри ик-виçĕ кун» очеркра яла сăнласа панă, унта пурăнакан çынсем тăван тавралăхне мĕнле вăйлă юратса унăн малашлăхĕшĕн тăрăшнине кăтартнă. Паянхи кун пурте хула енне туртăнаççĕ. Çавна пула ялсем пĕтсе пыраççĕ. В.Л.Садайăн очĕркĕнче шăпах çак пулăмпа мĕнле кĕрешмеллине кăтартса панă. Хальхи вăхăтра ял пурнăçĕ çинчен çырни уйрăмах кирлĕ тесе шутлатăп.
1. Тăван яла тăвалла та çăмăлах утатăн
тӳрлетВладимир Леонтьевич Садай «Çирĕклĕ кӳлĕри ик-виçĕ кун» очеркра ял халăхĕн пурнăçне туллин уçса панă. Унта яла хăйне те тĕплĕн кăтартнă. Эппин, очеркра пейзаж пысăк вырăн йышăнать. Пейзаж – çут çанталăкăн кăмăла хумхантаракан ӳкерчĕкĕсене сăнласа пани. Вăл хайлаври ĕç ăçта тата хăçан пулса иртнине çеç маргеройсен шухăш-кăмăлне е вĕсем çинчен калассине витĕмлĕрех кăтартма пулăшать. «Çирĕклĕ кӳлĕри ик-виçĕ кун» очеркра ял хăй пĕр сăнар пекех тухса тăрать. Ман шутпа, ăна тĕп сăнар тесен те йăнăш пулмĕ. Илемлĕ литературăра сăнар тесе мĕне калаççĕ-ши? Сăнар – çынна, çут çанталăкпа чĕр чунсен тĕнчинчи пĕр-пĕр япалана литературăпа ӳнер хайлавĕсенче илемлĕх мелĕсемпе усă курса сăнласси. Вăл пур хайлавăн тĕп шăнăрĕ пулса тăрать, мĕншĕн тесен пĕтĕм ĕç ун тавра пулса иртет.
Кашни сăнар хăйне евĕр сăн-сăпачĕпе, ĕçĕ-xĕлĕпе, шухăшĕпе, кăмăлĕпе, тыткаларăшĕпе, ĕмĕчĕпе уйрăлса тăрать. Очеркри Ял вулакансем умне чăн-чăн чĕрĕ çын пекех тухса тăрать: тавралăх унăн кĕлетки, унта пурăнакан халăх вара пуç мимийĕ тата чунĕ. Литература геройĕсем те тăван ялĕ çине çын çине пăхнă пекех пăхаççĕ. Çакă унăн пахалăхне кăтартать. Кĕçтен Абакшиншăн вăл çуралса ӳснĕ тăван ялĕ чи çывăх çын тейĕн. Каччă унта хăйĕн савнийĕ е тусĕ патне кайнă пекех васкать. Çакна кăтартма Владимир Садай кĕске тата хутсăр предложенисемпе усă курать: «Хулан шавлă станцийĕ хыçала тăрса юлчĕ. Вăрман. Шурлăх. Улма-çырла совхозĕн темиçе çухрăма тăсăлăкан сачĕ. Каллех вăрман. Юман вăрманĕ. Вырнă ыраш пусси. Хурамал. Пукăрлă. Пăрăнтăк. Хĕрлĕ Çыр. Çитес станци - Çирĕклĕ кӳлĕ. Пуйăс унта пĕр минут çеç тăрать». Çаплах автор Кĕçтен яла мĕншĕн çаплах васканине те палăртнă: «Тул çутăлма пуçларĕ. Сӳнтĕк сăрчĕпе пĕрлешнĕ тӳпе тухма хатĕрленекен хĕвелпе хĕп-хĕрлĕ пуличченех хĕрсе кайнă. Сăрт тӳпинче вăл ирĕлнĕн те туйăнать. Пуйăс кăлтăртатса вăрман тăрăхĕнчен иртрĕ. Семафор. Вара çавăнтах, малта, Çирĕклĕ кӳлĕ, Кĕçтенĕн тăван Çирĕклĕ кӳлли, курăнса кайрĕ. Кунтан, инçетрен, вăл пĕрре те ял пек маар, вăрман пек. Лапсăркка йăмрасемпе тирексем айĕнче, уçăрах вырăнсенче, пăт-пат хуралтăсем курăнса кайни çеç урăхла шухăшлаттарать. Илемлĕ ял çав. Çĕршывĕ те лайăх выльăх-xĕрлĕх çӳреме улăх-çаранĕ çителĕклĕ, мăйăра, çырлана, хăмлана кайма – вăрман пур. Çĕрĕ тата! Çуркунне, сухаласа сӳрелесе пăрахсан, унтан çăкăр шăршиех кĕнĕн туйăнать. Çавăнпа та ĕлĕкрех – тен, халь те çаплах пулĕ – тавра ялсенчи хĕрсем качча Çирĕклĕ Кӳлле пыма хĕрĕнсе тăратчĕç…». Хăйĕн шухăшне В. Садай çак сăмахсемпе çирĕплетнĕ: «Тăван яла тăвалла та çăмăлах утатăн ‹…› Урасем хăйсем тĕллĕн тенĕ пек ывтăнса пыраççĕ».
Тăван ялăн илемĕ Кĕçтене çеç мар, ытти геройсене те илĕртет. Сăмахран, «Çирĕклĕ Кӳлĕ Павăла килĕшрĕ, вăл ăна хăйĕн тăван ялне аса илтерчĕ. Инçетри Каша та, Ăксăм хĕрринче ларакан Çирĕклĕ Кӳлĕ пекех, Сĕве хĕррине вырнаçнă, вăл та ку ял пекех пысăк – кунти пекех, тăватă юнашар урам ик-виç çухрăма тăсăлать. Ăксăмĕ те варринче Сĕве пекех тарăн – пӳ ярсан пӳ çитмест. Ун леш енче вара, Кашари пекех, таçта çити çаран сарăлса выртать. Çуркунне ăна шыв илет-мĕн, çавăнпа та утти питĕ вăйлă пулать: çаранра халĕ шакăрах шупкарах симĕс утă капанĕсем лараççĕ. Вĕсен хушшинче, уçăрах вырăнсенче, ĕне, сурăх кĕтĕвĕсем çӳреççĕ. Çарана кунта пĕр хутчен çеç çулаççĕ иккен. Ун хыççăн, курăкĕ кăштах ӳссен, кĕтӳ яма пуçлаççĕ. Выльăхшăн кунта, чăнах та, ырлăх ĕнтĕ: апачĕ - ура айĕнче, шывĕ – çумра». Икĕ яла танлаштарса писатель кашни çын хăйĕн тăван ялне юратмаллине кăтартать. Çакăн пек çынсем ют вырăнта та хăйĕн çуралса ӳснĕ вырăнĕ пирки шутлама, аса илме пăрахмаççĕ, хутте ăçта та тăван ялĕн сăнне кураççĕ. Çавăнпа пĕрлех, вĕсем ытти тăрăхсене те тиркемеççĕ, Очеркра Владимир Леонтьевич хутте мĕнле ялăн та хăйĕн хакĕ, пахалăхĕ, илемĕ пуррине палăртать. Çакна çирĕплетме вăл Çирĕклĕ Кӳлĕри кашни кĕтессе тĕплĕн тата тĕрлĕ вăхăтсенче сăнласа парать. Унăн геройĕсем яла питĕ юратни ăна хулапа танлаштарнинчен лайăх курăнать: «Урамра самаях уçă. Хутран-ситрен Ăксăм енчен касă-касă çилвăштăртата-вăштăртата иртет. Вăл урампа пăшăтатса чупса иртнĕ чух унти хурăн, ăвăс, йăмра çулçисем шĕпĕл-шĕпĕл-шĕпĕл туса илеççĕ. Тӳпе уçлăхĕ çăлтăрсем таранах тап-таса, пĕр пĕлĕт татки çук. Тухăçри тӳпе тайлăмĕнче, пĕр-их йывăç пĕвĕнче çакăнса тăракан талли уйăх айккинче çеç, алса тулĕ пек пĕчĕк пĕлĕт татки курăнчĕ. Вăл, шĕвĕрскер, шуранкаскер, уйăх çинчен çил вĕçтерсе антарнă пас тусанĕ пулнăнах туйăнса кайрĕ.
Тĕнчене Павăл ялта темле урăхла курать. Тен, ăна чи малтан ялта курнипе çапла-и вăл? Чăнах та, хулара, икĕ енĕпе те çӳлĕ çуртсем ларса тухнă урамра, кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек машина чупакан, пиншер çын варшăнакан урамра, ни çил пăшăлтатнине илтме çук, ни тӳпене çакăн пек анлăн кураймастăн. Тĕнчен- тӳпен, çĕрĕн – шăрши те ялта ун пек маар, пачах урăхла. Павăл каллех тăван ялне аса илчĕ». Кĕçтен мĕн пĕчĕкренех хулари зоотехника факультетне вĕренме кайма ĕмĕтленсе пурăннă. Анчах та вăл хулана тухса каяссишĕн çунман, каччă тăван ялне аталантарас, унти сурăх фермин тупăшне ӳстерес тесе тăрăшнă. «Выльăх-чĕрлĕхрен пуринчен ытла вăл сурăха юратать. Ун патне Кĕçтен ачаран хăнăхнă. Çулла, ашшĕпе пĕрле, кĕтӳре те, хĕлле – витере те нумай пулнă.Уйрăмах сурăхсем пăранлама тытăннă вăхăтра. Ку вăл - сурăх ферминче чи савăнăçлă вăхăт, ăна кĕтӳçсемпе ытти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кăна маар, вĕсен кил-йышĕ те çулталăк хушши кĕтет. Витисенче ун чух унта та кунта сурăх макăрни янрать, тин çуралнă путексен йăваш та вăйсăр, анчах çине тăрсах чĕчĕ ыйтса макăрни илтĕнет. Кĕтӳçсене пулăшма пынă хĕрарăмсем вĕсене, усăнчăк хăлхаллă та шыва чиксе кăларнă пек йĕпескерсене, умнĕсене çакнă сапунĕсем çине хурса, малтанах хутса ăшăтнă витесене йăта-йăта каяççĕ. Çынсем хыççăн, каçса кайса макăракан путекĕсене: эпĕ кунтах, кунтах, юлмастăп, тенĕ пек сас парса, амăшĕсем чупса пыраççĕ. Тепĕр пĕр-ик эрнерен вара фермăри сурăхсен хисепĕ икĕ хут ытла ӳсет: кашни сурăх таврах пĕр-икĕ путек сиккелет. Хăшĕ çĕркăмрăк пек хура, хăшĕ шап-шурă, мамăк кумкки евĕрлĕ. Хăй кăтра, чĕнтĕр тытнă пек, тытса çупăрласах килет – ытарма çук! Сиккелесе çӳрет-çӳрет те амăшĕ патне чупса пырать, сăмсине ун çилли патне тĕкет. Унтан малти урисем çине кукленсе ларать, чаплаттара-чаплаттара ĕмнĕ май, - питĕ тутлă-çке сĕчĕ! – пĕчĕк хӳрине пăлтăр-пăлтăр-пăлтăр çавăрать… Кĕтуçшăн тепĕр пысăк савăнăçлă кун вăл – çуркунне кĕтӳ пирвайхи хут çерем çине тухни. Çерем сип-симĕс пулин те, курăк тăранмалăхах ӳсмен-ха унта, анчах сурăхсем, путексем, хĕлĕпе картара е картишĕнче тăнă хыççă, унта питĕ хавасланса тухаççĕ. Путĕкĕсем тата, путĕкĕсем! Пĕр чарăнми сиккелесе выляççĕ, епле ывăнмаççĕ-тĕр, шереметсем. Çитĕнме пуçланăскерсем амăшĕсене кура курăк чĕпĕткелеççĕ… Зоотехникă факультетне те Кĕçтен ачаранпах сурăхсемпе аппаланнипе, вĕсене юратнипе, малашне те выльăх-чĕрлĕх енĕпе ĕçлес тенипе кĕме шутланăччĕ. Институт пĕтерсен вара каллех хăйсен ялне таврăнасшăнччĕ – кунта ĕç питĕ нумай-ха. Çав сурăх кĕтӳнех пĕтĕмпех çĕнĕтсе ямалла. Атту унта ратлă сурăхсем питĕ сахал – çăм та кирлĕ чухлĕ памаççĕ, аш та. Колхоз, кĕтĕве лайăхлатас шутпа, темиçе çултанпа ĕнтĕ Кавказра е Алтайра çитĕнтернĕ ратлă такасем кӳртересшĕн тăрăшать, вĕсем вара çаплах çук-ха. Чăнах та ĕнтĕ, Çирĕклĕ Кӳлĕ кĕтĕвĕ ытти колхозсенчен чылай лайăхрах, сурăхсен шучĕ те унта самай пысăк, - халĕ икĕ пин пуçа яхăн, - анчах тухăçлăх енĕпе кӳршĕсенчен мала ытла нумаях кайман. Унта та вĕсене вăрçăччен кӳнĕ рамбулье ятлă такасенчен пуçланă йăх çеç пулăшать ‹…› Ашшĕнни пекех, Кĕçтенĕн те кĕтĕве тахçанах çĕнĕтес килет, ку ĕçе вăл шкулта вĕреннĕ чухнех пуçласшăн çунатчĕ, анчах колхозра зоотехник çукки пĕтĕм ĕçе чарса тăчĕ: Петте сурăха ун ашшĕ чухлĕ те пĕлмест, вĕренсе илнĕ пĕлӳ те, опыт тени те çук унăн. Малашне акă Кĕçтен ăна хăй пуçласа ярĕ - заочнă вĕреннĕ хушăрах вăл ялан сурăхсен хушшинче пулать». Çак сыпăкпа автор ялта та тăрăшсан юратнă ĕç тупма пулнине кăтартса панă.
Ăслă-тăнлă çын нихçан та харама каймасть. Ун ĕçĕ яланах тупăшлă. Тепĕр тесен ваттисем: «Çынна ĕç вырăнĕ илемлетмест, çын хăй ĕç вырăнне илемлетет», - тенĕ. Хальхи вăхăтра çамрăксем çакна шута илмеççĕ. Вĕсем: «Ялта ĕç çук», - тесе хулана тухса кайма васкаççĕ. Чăнах та, хăшĕ-пĕри унта хăйĕн вали лайăх, тупăшлă вырăн тупать, хăшĕсем вара çăкăр илме укçса аран пухса пурăнкалаççĕ. Ялта йăлтах çумра. Хулара вара хăвăн вали çĕнĕрен пурнăç йĕркелемелле, çул уçмалла… Шырама пĕлекен вара ялта та, хăйĕн ашшĕ-амăшĕнчен инçе те мар, ĕç тупать. Ăс пулсан çĕр çинче ĕçлесе те, кĕтӳ кĕтсе те пуйма пулать. Çынсене çак сыпăкри сурăхсемпе танлаштарма пулать. Ачасем те путексем пекех пĕчĕк чухне ашшĕ-амăшĕ çумĕнчен пăрăнма хăраççĕ. Кайран вара вăйлăрах та ăллăрах пулсан хăйсем вали хăйсем çул суйлама ирĕклĕнеççĕ. Сурăхсем çемьерен уйрăлаççĕ пулин те кĕтӳрен тухса каймаççĕ, мĕншĕн тесен пĕччен çӳреме хăрушăрах. Çынсем вара ирĕке туйса «кĕтӳрен» те тухса кайма васкаççĕ, хутран-ситрен çеç тăван килне килкелесе çӳреççĕ. Ялта ытларах чухне ватăсем çеç тăрса юлаççĕ. Ял халăхне Çирĕклĕ Кӳлĕ кĕтĕвĕн сурăхĕсене çĕнĕтнĕ пекех çĕнĕтмелле. Урăхла каласан, ялта çамрăксем кирлĕ. Вĕсемсĕр ял пĕтет. Çамрăксем нумай пулсан ял пĕлтерĕшĕ, тупăшĕ, чапĕ, пахалăхĕ ӳсет. Çынсем вара вăрçă вăхăтĕнчи таркăнсем пек пĕрин хыççăн тепри хулана тухса каяççĕ. Очеркри геройсенчен нумайăшĕ çакăн пек çынсем шутне кĕмеççĕ.
Ял халăхĕ ирех тăрса тăван тавралăхĕшĕн тăрăшма пуçлать. «Тĕнчене кун çути çапнă. Анчах ял ĕнтĕ вăраннă. Урамсене, картишсене шыв ăсма тухнă хĕрарăмсен витрисем чăнкăртатни, тарасасем чĕриклетни, ăçта килнĕ унта чăхсем кăтиклетни, сыснасем апат ыйтса çухрашни ильтĕнет. Хрескепе, хирти кас хыçĕнчи витесем еннелле, аллă-утмăл лаша тепĕртеттерсе хăваласа иртрĕç, - кĕтӳрен ĕнтĕ, ĕçе кӳлсе кайма. Тăтăшах выльăх çӳренипе пĕр курăк ӳсмен хрескепе ял хыçне тухрĕç. Сылтăмра, анкартисен хыçĕнчен Аксăм хĕррине çитиччен, пахча иккен – унта колхоз хăяр, кишĕр, помидор, купăста туса илет. Сулахайра çерем. Хăй ем-ешĕлех те, курăкĕ вара сурăх чĕпĕтмелĕх те çук. Унта ĕçрен пушă лашасем çӳреççĕ, инçетре те мар сысна кĕтĕвĕ чакаланать ‹…› Ĕне кĕтĕвĕ халĕ хăй çулласенче ялан тăракан çĕрте – ялтан виçĕ çухрăмри Киссук катинче. Вăл Акăш пырĕ текен ĂксĂм йӳппи хĕррине вырнаçнă. Ĕлĕк унта, çав Киссук кати текен çĕрте, вăрманах пулнă теççĕ, анчах халĕ нимле йывăç та çук, пăт-пат хăва тĕмĕсем çеç ӳсеççĕ. Колхоз унта ĕнесем вали темиçе пысăк карта тытнă, кĕтӳçсемпе ветпункт вали самаях ирĕк будка лартнă». Тăван ялĕнчи пĕр лаптăка та сая ямаççĕ ял ĕçченĕсем. Вĕсем çут çанталăк мĕн панипе пуринпе те çителĕклĕ, туллин усă курма тăрăшаççĕ. «Çепле ĕлĕк самай пысăк вăрманах пулнă теççĕ, - ун лаптăкĕ халĕ çĕр гектара яхăн, - ялти ват çынсем ун та хăйсем хăмлана, вутта çӳрени çинчен каласа параççĕ. Анчах халĕ вăл Киссук кати пек пĕтсе ларнă, ăнсăртран тенĕ пек тĕл пулакан çĕрĕк тункатасем çеç унта авал чипер йывăçсемех ларнине пĕлтереççĕ. Çак çатма пек такăр çĕр çинче, ăçта килнĕ унта, шăлан, катăркас, кăпчанкă темĕсем лараççĕ. Йĕркеллĕ ӳсмеççĕ те вĕсем, выльăхсем тăтăшах сиенленипе, нумайăшĕ хăрса пĕтнĕ, кĕтӳ янисĕр пуçне вара унпа урăхла нимле те усă курма май çук. Çавăнпа та колхозри çамрăксем кăçал кĕркунне, машинсем пăртак пушансан, Çĕплери тĕмсене кăклама тытăнма шутласа хучĕç, - кайран, Пусакри пек сухалама та кукуруз акма пулать…».
Ĕçченсене тăван тавралăха юратни, унăн илемĕ хăватлантарать. Çут çанталăк хăйне пăхакансене хисепле тĕрлĕ парнесем парать: «Тапăр тĕлĕнче Ăксăм сарлака. Ун ку енчи çыранĕ шывран кăшт çеç çĕкленерех тăрать. Çырми те ку енче ăшăх, мĕн варрине çитичченех сурăх хырăм айĕ таран çеç пырать. Лерелле вара тарăн, тĕпне атма аври те аран-аран çитет. Çыранĕ хĕрринчех – вăл çӳлерех те чăнкă – хăмăш, хăмăр пуçлă чакан ӳсет. Çуркунне Кĕçтенпе Геннадий унта, çак тĕлтен кăшт çеç анатарах, çур метртан та вăрăмрах шӳпке тытнăччĕ». Çирĕкли Кӳлĕри халăх тунсăхласа пурăнмасть. Вăл ĕçлеме çеç мар канма та пĕлет. «Ялти кау аркне вăтăрмĕш çулсенчи комсомолецсемех тунă. Каярахпа, вăрçă хыççăн, ăна самай сарнă, унти унти йывăçсене йăвалатнă, вĕсен хушшине çулсем, сукмаксем тунă, йĕри-тавра лайăх карта тытнă. Парк варринче кӳлĕ пур. Ун тавра йăмрасем, хура тирексем, çирĕксем ӳсеççĕ. Ĕлĕк, кӳллĕн ячĕ çук чух, унта, тен, çирĕксем анчах ӳснĕ пулмалла, çынсем ăна çавăнпах Çирĕклĕ Кӳлĕ, тенĕ ахăр. Çак илемлĕ, меллĕ вырăнта пуçланса кайнă ял та вара ятне уннех илнĕ: Çирĕклĕ Кӳлĕ. Кĕçтен çамрăксем ташлама пухăнакан йĕтем пек тип-тикĕс площадкă патне çитрĕ, варрине кĕрсе, тапса пăхрĕ: чукун пек çирĕп, янăранăн та туйăнать. Чăнах та ĕнтĕ, пĕр тĕле те каçсерен темиçе кĕле тӳнккет, хытармалăх пур». Çут çанталăк çынсем тăрăшнипе тăранмалли, апат туса ӳстермелли, канмалли, ташламалли вырăн пулса тăрать. Анчах нумай чухне çынсем хăйсем унăн тыткăнне лекеççĕ. Кашнийĕнех тĕнчере, ялта хăйĕн чăн юратнă вырăнĕ пур. Унта вăл çут çанталăкпа ытти вырăнсенче урăх вăхăтра пулнинчен те ытларах, тачăрах çыхăннă. Çакăн пек вырăнсенче çын чунĕнче темскер пулать тейĕн: вăл хăй сисмесĕрех улшăнать. «Кĕçтен пĕр ансăр сукмакпа кӳлĕ хĕррине тухрĕ, мăк евĕрлĕ çемçе курăк пуснă çыранпа унăн çурçĕр енĕпе утса кайрĕ. Йывăçсем кунта çăрарах лараççĕ. Ытларах çирĕксем. Акă вĕсен хушшичи Кĕçтен юратакан вырăн – çыран хĕрринчи сак евĕрлĕ хысак. Виçĕ айккинчен ăна йывăççисемпе кăпчанкă тĕмĕсем, шыв енчен – çӳлĕ чакан хупласа тăрать. Кăçал, май пуçламăшĕнче, Эльвира ăна шăпах çакăнта чуптурĕ ĕнтĕ…». Ял халăхĕ кашни ĕçе юратса тăвать. Çынсемшĕн ялта ирттернĕ кашни самант хаклă, унăн кашни парни паха: «Каçсерен сулхăнланать ĕнтĕ, çу варринчи пек мар. Çăлтăрсем те темле, шултраланнă, сивĕннĕ пек туйăнаççĕ. Пăр хӳрешкинче татăлса ӳкекен тумламсем евĕрлĕ вĕсем. Ытла çӳлех хăпарса ĕлкĕреймен уйăх çеç лутунь пек сарă. Ун çутинче çулăн ик енĕпе сарăлса выртакан çĕртме пуссисем, кăнтăрла хăрăм пек хуп-хураскерсем, тăм тĕслĕ курăнаççĕ. Вĕсенчен сывлăша хула çыннишĕн пачах ăнланмалла мар, хăйне евĕрлĕ шăршă хăпарать, - тăпра айне пулнă хăмăл, курăк çĕрнипе пулакан ç ырă шăршă çӳлелле ăшăпа пĕрле çĕкленет. Çак шăршă кашни хресченшĕн паллă, çывăх, ăнланмалла». Çирĕклĕ Кӳлĕри илем нихçан пĕтменни, вăл çулран çул капăрланса пырасси паллă. Ялти çынсем ăна тирпейлесех, çĕнĕтсех тăраççĕ: « Çулăн икĕ енĕпе те хурăнсем тата ăвăссем кашласа лараççĕ. Вĕсене лартнине Кĕçтен те асс тăвать-ха: имшер те пĕчĕк туратсем çеçчĕ. Халĕ вара йывăçсем ĕлĕк çаплп пулнине ĕненмелле те мар: хурăн вуллисем – турта тамаллăх, ăвăссем - мунча пурамаллăх пулнă». Халăх тăван тавралăхне пĕчĕк ачана тимленĕ пек пăхать, вăл вара вĕсене тав тусах тăрать: Хĕвел йĕнер авăнчăкне шуса тухрĕ. Унăн хĕрхĕлтĕмрех сарă пайăркисем улăх тăрăх чупса кайрĕç. Ăксăмăн тĕкĕр пек тикĕс кăкăрĕ йăлтăртатма пуçларĕç. Тĕнче ыйхăран вăранакан сăпка ачине аса илтерчĕ». Очерк пуçламăшĕнчех хулана тухса кайма тăнă Эльвира тăван ялĕнчех ĕçлеме юлни Çирĕклĕ Кӳлĕ малашне тата та çĕкленсе, ӳссе, вăйланса, илĕртӳллĕрех пуласса шантарать. « Çирĕклĕ Кӳлĕ шăпланчĕ. Хир енчен аран палăракан лăпкă çил вĕрет. Вăл хура тăпра, çĕрĕк хăмăл шăрши тата çĕртме сухи тăвакан тракторсен сассине илсе килет».
2.Савăнăçпа хурлăх юнашар
тӳрлетИлемлĕ литература вăл – халăх ăс-хакăлĕпе кăмăл-туйăмĕн пуянлăхĕ. Вăл сăмахпа пурнăçа сăнарлать, çын чĕрине тарăннăн тишкерет. Чăн-чăн илемлĕ литература пурнăçа мĕнле курăнать, çавăн пек ӳкерсе памасть, ăна вăл аталанура кăтартать. Писатель вулаканăн кăмăл-туйăмне витĕм кӳме хăйĕн илемлĕх туртăмĕпе усă курать, тĕнче çине вĕсем витĕр пăхтарать. Çак мелпе çыравçă пĕтем пурăçа – ыррипе усаллине те, начаррипе лайăххине те, салхуллипе кулăшлине те ӳкерсе парать. Анчах вĕсене пурне те ĕмĕт илемĕнче, илемлĕх тĕкĕрĕнче сăнласа кăтартать. Тĕкĕрте вара пурнăçри киревсĕрлĕхпе илемсĕрлĕх те хăрушши те, кулăшли те, хурлăхли те яр уççăн курăнса каяççĕ. Акă мĕншĕн чăн-чăн сăмах ăсти вулакана тыткăнлать, хытă кăсăклантарать, пăлхантарать. Владимир Леонтьевич Садайăн «Çирĕклĕ Кӳлĕри ик-виçĕ кун» очеркри ĕç-пуç питĕ кăткăс, кăсăклантаракан йышши. Ăна вуланă май ху та çавăнта геройсемпе пĕрле пулнине туятăн. Чăн-чăн пурнăçри пекех хайлавра савăнăç çине хурлăх, хурлăх çине савăнăç тупăнсах тăрать. Кĕçтен Абакшин мĕн шкулта вĕреннĕ чухнех зоотехник пулма ĕмĕтленнĕ. Унпа пĕрлех Эльвира та экзамен парать. Кĕçтен вĕренме кĕмешкĕн кирлĕ чухлĕ балл пухать, хĕр вара пултараймасть. Унăн тата икĕ балл çеç çитеймест. Çакна пула каччă мĕн тумаллине пĕлмесĕр аптрать. Пĕр енчен унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă – савăнмалла, тепĕр енчен вара унăн хĕр юлташĕн «çуначĕ хуçăлнă» – лăплантармалла. Те савăнмалла Кĕçтенĕн, те хурланмалла… Анчах та ку нимех те мар-ха килте ăна çакăнран та хăрушăрах «парне» кĕтсе тăнă… Кĕçтен Абакшин нумаях хурланса тăмасть. Вăл пысăк çемйи вали кучченеçсем туянать те хăйĕн тĕллевĕ патне тинех çитни пирки ашшĕ-амăшне тата ытти тăванĕсене пĕлтерме хуларан савнă ялне васкать. «Часах малта фермă çурчĕсем курăнса кайрĕç, унтан вара Кĕçтен килĕ çухрăм пек çеç юлать. Аван, савăнăçлă çав киле лайăх хыпарпа таврăнма! ‹…› Ялта хăш-пĕрисем хуран айĕсене те чĕртсе янă ĕнтĕ – арăмĕсем е амăшĕсем ĕçе каякан упăшкисемпе ачисем вали яшка пĕçереççĕ; çил çук пирки хура, сăрă, кăвак, сарă тĕтĕм юписем тӳпенелле тӳп-тӳрĕ хăпараççĕ. Кĕçтен вĕсен «юпине» шырама пуçларĕ. Акă вĕсен çурчĕ тĕлĕ. Çамрăк хурăнсен уçлăхĕнчен кăштах мăрйи те курăнать, - çуркунне Кĕçтен ăна хăй шуратнăччĕ. Анчах унтан тĕтĕм тухмасть:амăшĕ, те пĕçерсе те ĕлкĕртнĕ пулĕ ĕнтĕ – ун ашшĕ, сурăх феминчи аслă кĕтӳç, ялта ĕçе чи малтан тенĕ пек тухса каять. Амăшĕ тинкĕле пĕçернĕ пулмалла, вăл час пиçет, тата ăна ашшĕ питĕ юратать. Кĕçтен хăй сисмесĕрех сурчăкне çăтса ячĕ – тинкĕлене вăл та кăмăллать, çитменнине тата хырăмĕ те самаях выçнă иккен унăн»19. Кил умĕнче хурăн вулакансене Абакшинсен çемйи умне хурлăх килни пирки систĕрет пулĕ. Унсăр пуçне хуран айĕнче çулăм çуннипе мăръерен тĕтĕм тухни илемлĕ литературăра пурнăç символĕсем шутланаççĕ. Кĕçтенсен мăрйинчен тĕтĕм тухманни, хуран айĕнче çулăм çунманнине пĕлтерет. Çакă пире каллех инкек пуласса систерет. Чăнах та, каччăна килте хурлăхлă хыпар кĕтнĕ. Лизăпа Сантăртан вăл унăн ашшĕ чирлени пирки пĕлет. Тухтăрăнни пек шап-шурă халат тăхăнса янă Логунова вара Иван чăнахах та вăйсăрланнине çирĕплетет. Халь ар çына тухтăр та нимĕнпе те пулăшма пултараймасть иккен. «Чирлĕ çын патĕнче ларакан сестра Кĕçтене лăпланма хушрĕ те ашшĕн ал тунине чылайччен тытса ларчĕ. Унтан, ним тума аптраса, çапла тытса ларничен нимле усă та пулас çуккине тинех чухласа илнĕ пек, ал тунине кăкăрĕ çине хучĕ, ĕнтĕ текех сасă кăларасран хăрамасăр, хăйĕн пĕчĕк чăматанне темле çутă хатĕт-хĕтĕрĕсене чикме пуçларĕ. Пуçтарса пĕтерсен, чăматанне хупсан, тӳрленсе тăчĕ, Кĕçтен çине питĕ пысăк айăпа кĕнĕ çын пек пăхса илчĕ. Кĕçтен пĕтĕмпех ăнланчĕ…». Абакшинсен çемйи тăрантаракансăр тăрса юлчĕ, анчах та вĕсем пĕр-пĕрне пăрахмарĕç, пуçĕсене усса вăйĕсене çухатса лармарĕç. « Мĕнле пысăк хуйхă йăтăнса анчĕ ав тата сирĕн. Аннӳне лăплантар ĕнтĕ, халĕ сан çинче шанчăк ун. Чăтас пулать. Сирĕн, пирĕн ачасен, ку хуйха пурин те тӳссе ирттермелле пĕрре». Кĕçтен çынсем пулăшнипе ури çине тăма, тĕрĕс çул суйлама пултарчĕ. « Кулянса та, макăрса таним тума та çук ĕнтĕ, - тĕрĕ Миккул, чикаркă чĕркелеме пуçласа. – Тĕрлерен атом машинисем, спутниксем тăваççĕ те халĕ, малашне, тен, çынна та çĕр çул пурăнмалла тăвакан пулĕ ‹…› -Çавăнпа та вĕренес пулать, - терĕ вăл. – Институт пĕтер те малалла кай. Тен, эсĕ те мĕнте пулин шухăшласа кăларăн. Сăмахран, эрех вырăнне мĕншĕн пĕр-пĕр таблеткă шутласа тупмалла мар? Сан пашка аван ĕçлет... Ĕçлессе вăл хамăн та ничевоччĕ те, сыпкалант пĕтерет, амитке. Тĕрĕс вăрçатчĕ покойнĕк хуньăм. Чăнах та çав, кам, сăмахран, пура манн пек пурама пултарать? Никам та пултараймасть? Покранимĕр, пĕр кĕтессинчен çаклатса сĕтĕрес пулсан та çаплипех, пĕр лăпчăнмасăр, шуса пымалла. Мĕншĕн тесен – ачаран вĕреннĕ. Çапла, вĕренни кирлĕ вăл… Вĕренмелле… Тен, профессорах çитĕн, эсĕ çамрăк-ха…». Инкек-синкек яланах кĕтмен çĕртен, ăнсăртран тухать. Эпир ун вали чунпа та, ӳт-пӳпе те хатĕрленсе ĕлкерейменнине пулах пулĕ хуйха-суйха ирттерсе яма çав тери йывăр. Анчах та çумра кам та пулин пулăшса пырсан утас çул самай çăмăлланать, инкеке те тӳссе ирттерме пулать. Пурнăçăн кашни «парнине» вара: лайăххине те, начаррине те – хăвăн хакна, тивĕçне çухатмасăр йышăнмалла е май пулсан унпа кĕрешмелле. « Ку вăл хальчченхи пурнăçĕнчи чи йывăр кун пулчĕ – ун пек пысăк хуйхă вăл хальччен курманччĕ. Çак хуйхă вара ăна пурнăç, вăл мĕнле лайăх пулсан та, нихçан пĕр тикĕс пыманни, ун пек япаласем малашне те пуласси пирки асăнтарчĕ. Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси кăна мар çав, ĕмĕр иртиччен тупасси те, çухатасси те нумай пулать. Çавăн пек ĕнтĕ вăл, пурнăç: хуйхă курмасан, савăнăç паракан çĕкленĕве хак пама йывăр, савăнăç курмасан – хуйхă йывăрлăхне виçеймĕн. Вăл пачах та пулмасан татах аван та вĕт, анчах вилĕм, чун кĕни, çурални пекех, нихçан та пĕтес çук вăл. Çут çанталăкăн саккунĕ çапла…». Кĕçтен хăйĕн çулне суйласа илет: заочнă вĕренме куçса ялта ĕçлесе пурăнать. Çапла ăна та, çемйине те, юлташĕсене те, тата ыттисене те лайăх. Çак пĕлтерĕшлĕ утăма тумашкăн çамрăка ватă кĕтӳçĕн Фрол Васильчăн сăмахĕсем те тӳрре килнĕ: « - Ĕлĕк эпир хырăма тăрантарас та çие питĕрес, нушаран хăтăлас тесе ĕçленĕ, терĕ вăл шухăша кайнăн, кĕтӳ хыççăн хулен кăна малалла утма пуçласан. – Кăштах телейреххисем вара, нушаран тухма пултарайнисем, пуйма та ĕмĕтленетчĕç. Халь çынсен ĕмĕчĕ-шухăшĕ улшăнчĕ… Сирех, çамрăксенех илер-ха акă. Çук, эпир сирĕн пек пулман, ытларах хамăршăн тăрăшнă. Кĕтӳ кĕтме каяс пулсан та, ял-йыш выльăх-чĕрлĕхĕшĕн, кĕтеве лайăхлатассишĕн çунса мар, так, мĕнле каламалла, паçăрах каларăм, кăшт тыр-пул та укçа пеки пултăп тесе. Халь апла мар, улшăнтăмăр акă…Пурнăçран, пурнăçйĕкинчен килет ку… Хăй шухăшне Фрол Васильч ытла уçăмлах калаймарĕ. Анчах Кĕçтен ăна ăнланчĕ. Тĕрĕс те çав. «Кăшт тыр-пул та укçа пеки» ĕçлесе илес тесе мар, урăх кăмăлпа тухать вăл кĕтӳ хыççăн çӳреме. Тăрăшсан вара ĕмĕчĕ ун çитетех: кăмăлĕ пысăк, вăйне – шеллемĕ. Çулĕ, паллах, халь умра выртакан анлă та тӳрĕ çул пек такăрах пулмĕ, сăрт çине хăпарса çитсен, вĕсем халĕ те айккинелле, пăрçа пуссинелле, кĕреççĕ-ха, - анчах Кĕçтен вăл çултан пăрăнмĕ…». « Пурнăç иккĕ килмест» тата « Ĕмĕр саки сарлака», - теççĕ ваттисем. Тĕнчере вара темиçе темиçе миллион çын. Кашнинех хăйĕн ăраскалĕ, шăпи. Владимир Садайăн « Çирĕклĕ Кӳлĕри ик-виçĕ кун» очеркĕнче те нумай геройсем. Пирĕн ума темиçе тĕрлĕ çын типажĕ, пурнăçĕ тухса тăрать.
2.1.Кĕçтен
тӳрлетКĕçтен - тин çеç шкултан вĕренсе тухнă çамрăк çын. Вунă класса ылтăн медальпе пĕтернĕскер вăл хулари зоотехника факультетне çăмăлăнах вĕренме кĕрет. Кашни çамрăк пекех вăл хăйĕн утăмне иккеленсе тăвать. Вăтанчăкскершĕн çын ăна мĕн каласси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ: «Кĕçтен вĕсенеиккĕшне те [Сантăрпа Лизăна] юратать. Вадима, йыснăшне, вăл малтан кăмăлласах каймастчĕ. Анчах Лиза ун патĕнчен тухса кайсан, аппăшĕ Сантăрпа çыхланнă, Лизин ачи те унранах теççĕ, тенине илтсен, вăл ăна шеллеме пуçларĕ. Акă халĕ те вĕсем иккĕшĕ улах çĕрте ларнине курсан, ăна аван мар пулса кайрĕ. «Вăтанмаççĕ те. Арлă-арăмлă пекех», - аса илчĕ вăл вĕсем çинчен таçта, такамран илтнĕ сăмахсене; каллех çиленме пуçларĕ». Анчах та ĕçчен çын вăл: « Урама сĕт валеçекен лав килнĕ пулмалла – амăшĕ кăвак бидон тытса тухнă. Кĕçтен ăна сывлăх сунчĕ те чăматанĕпе сеткине пусма çине хучĕ, вара, амăш аллинчи бидона илсе, урамалла утрĕ». Çирĕпленсех çитмен кăмăллăскер Кĕçтене çынсем пулăшмасăрах хăй тĕллĕн утăм тума йывăртарах-ха, анчах вăл пур-пĕр çине тăрса малалла талпăнать. Вăйлă чĕреллĕ, хăватлă çамрăк хăйĕн куççульне çынсенчен пытарма тăрăшать: « Йĕрессе амăшĕпе ытти тăванĕсем кăна мар, ют çынсем те йĕчĕç, анчах Кĕçтен мĕн шăтăка хупласа пĕтеричченех чăтрĕ. Унтан, халăх саланса пĕтсен, масар çумĕпе иртекен вăрман тăрăхне кĕчĕ те, пĕр вĕрене вулли çумне сĕвенсе ларса, сасăпах макăрса ячĕ». Пур-пĕрех Кĕçтен Абакшина çамрăк каччăн идеалĕ тесе калама пулмасть. Çемьере виçĕ ача. Кĕçтен асли. Тен, çавна пула вăл питĕ хытă çилĕллĕ. Çакна ашшĕ вилнĕ хыççăн Кĕçтен хăйĕн пурнăçĕнчен пĕр самантне аса илнинчен питĕ лайăх курма пулать: « Каçхине, ашшĕ таврăнсан, хăйне хытă лекет пулĕ, тесе кĕтсе пурăнчĕ, анчах ашшĕ, яра куна выçă çӳренĕ пулин те, ăна-кăна ним те шарламарĕ, манса кайнă пекех пулчĕ. Çилли питĕ час иртсе каятчĕ çав унăн. Кĕçтен вара ăна кунĕпех çиленсе çӳрерĕ, кураймиех тенĕ пек пулса кайрĕ. Ашшĕпе ĕмĕрлĕхех çапла час уйрăласса пĕлнĕ пулсан, вăл, палах, ăна ун чух çилленместчĕ те. Халĕ, ашшĕ чĕрĕлсе тăрас пулсан, тем пама та, тӳсме те хатĕр вăл. Анчах чĕрĕ, лайăх чухнеапла шутламан çав. Хуларан та авă, укçа пур çинчех, чĕлĕм те табак çеç илсе килчĕ, ашшĕне çĕнĕ атă кирлĕччĕ, çапах та вăл, çакна пĕле тăркачах, ăна туянмарĕ…». Кĕçтен хăйĕн çывăх юлташĕ, Эльвира, çине те ним çукранах çиленсе каять. Çапах та каччăн кăмăлĕ улшăнассине пире автор вăрттăн, пейзаж урлă кăтартса пама тăрăшнă пулас: « Пуç çинче, вĕрене çулçисене парăлтаттарса, çерçисем, саркайăксем вĕçкелеççĕ. Тӳперен ним хуйхăсăркулса пăхакан хĕвелпе, лăпкă, илемлĕ кунпа савăнаççĕ. Пĕрне-пĕри чĕнсе хыттăн чĕвĕлтетеççĕ. Кĕçтен кĕсйинчен тутăр кăларчĕ те куçĕсене шăлчĕ. Халь тин мĕнле кулянсан-хуйхăрсан та ним тума та çук…». Кайăксем кунта – улшăну символĕсем. Очерк малалла пынă май каччă мĕнле аслăланса, ăсланса, вăйланса пыни курăнать. Кĕçтен мĕнле пирĕн куç умĕнчех «ӳснине» эпир автор характеристики тата танлаштару мелĕ урлă куратпăр: « Çак çинçе те вăрăмрах пӳ-силлĕ, сарлакарах пичĕ çине тем чуль тур пали тухса ларнă йăваш кăна каччă Павăла питĕ килĕшрĕ. Ăна вăл вĕренме те пĕтĕм чунтан пулăшĕ; каччă, тарлăхĕ пĕтмесен, инçете кайма пултарать. Выльăх-чĕрлĕх енĕпе ĕçлес кăмăлĕ унăн зоофакультетра вĕреннĕ чылай студентсенчен пысăкрах. Институтăн вĕренмелли хуçалăхне ĕçлеме юласшăн çуннă Бариновах илме пулать акă. Хăй вăл ялтанахчĕ, таçтан, Канаш таврашĕнчи ялтанччĕ пулас-ха, анчах унта каясшăн мар пулса, тем те хăтланса пăхрĕ: киле кĕчĕ, упăшкине хулана хăварма йăлăнма хушса, арăмне комиссие кĕртсе ячĕ. Ĕç тухмарĕ: лерен ыйтнипе ăна хăйсен ялнех ячĕç. Анчах унта усси пулĕ-ши унран, Баранов Петте пек пулмĕ-ши? Вĕренӳ çулĕ пĕтнĕ хыççăн каникулсенче те кайса килместчĕ вĕт-ха вăл унта. Ялта кичем тесе, пĕтĕм çăва хулара ирттеретчĕ. Хăш çулхине шабаш шыракан платниксемпе сĕтĕрĕнетчĕ, хăш чух – малярта çӳретчĕ…». Кĕçтен хăй умне çирĕп тĕллев лартать. Вăл ăна пурнăçласси пирки пĕр иккĕленӳ те çук. Çак малĕмĕтлĕ, анлă тавракурăмлă, ăслă каччă хăй мĕн шутланине тăвасси паллă. Ытти çамрăксемпе танлаштарсан вăл вăхăта каннă чух та сая ямасть. « Кĕçтен хăй ташламасть. Эльвира ăна темиçе хутчен те вĕрентесшĕн пулчĕ, анчах вăл тĕрлĕрен «пасемпе» аппаланма вăтанчĕ. Халĕ вара, юлташĕсем ташланă чух, вăл клубра телевизор курать, шахмăтла вылять, - кунта ăна çĕнтерекенсем Ăнсăртран кăна тупăнкалаççĕ». Кĕçтене хăйĕн утăмĕсене хăвăртрах тума, тĕллев патне часрах çитме унăн хăюсăрлăхĕ çеç чарма пултарать. « Кĕçтен унччен те, ун хыççăн та никампа та чуптăвăшса курман. Тен, кураяс та çук пулĕ – хăюлăх çитеймĕ. Çулла хăйне Эльвира чуптунине аса илсен, пичĕ халĕ те пĕçере-пĕçере каять». Анчах та ырă кăмăлĕ ăна хăйĕн хăюсăрлăхне çĕнтерме пултарать. Енчен те кама та пулсан кирлĕ пулсан каччă нимле хăрушлăха пăхмасăрах пулăшма васкать: «Кĕçтен ĕнтĕ килнелле утма шутланăччĕ. Çав вăхăтра вăтакасра, паркран инçе те мар, темле хĕрарăм пусма тытăннă чухнехи пек хăрушшăн: - Кăравул! Распуй! – тесе çухăрса ячĕ. Кĕçтен тăпах чарăнса тăчĕ. Ара, Урра Униççи сасси вĕт ку! Вăл ун сассине аван пĕлет: лешĕ урамра е хăйне итлемен ачине ылхана-ылхана вăрçнине, е хĕрарăмсемпе тытăçса ӳкес пек ятлаçнине нумай хут илтнĕ. Халĕ тата мĕн пулнă-ши ĕнтĕ? Кам та пулин хĕнемест пулĕ вĕт ăна, шеремете? Кĕçтен куртузне пусарах лартрĕ те сасă илтĕннĕ еннелле чупрĕ". Шкултан вĕренсе тухнă каччă эрех те ĕçсе курман. Вăл пĕрремĕш хут çак шĕвеке хăй хисеплекен Козлова кӳрентерес мар тесе çеç сыпрĕ. Старик Кĕçтене, унăн шухăшĕсене ытарласа хăйĕн патне хăнана xĕннĕ. Абакшин çамрăк пулин те унран тĕслĕх илме кирлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çак каччă пирки стена хаçачĕ çинче те хисеплесе сăвă çырса кăларнă.
2.2.Кĕçтен ашшĕ
тӳрлет«Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси – ачаран», - тенĕ ваттисем. Ку чăнах та çапла иккенни пирки иккеленсе тăмалла та мар. Ачаран мĕнле çын пуласси ăна аслисем мĕнешкел воспитании панинчен чылай килет. Абакшин Кĕçтене ашшĕ хытă тытнă, пули-пулми ĕç-пуç тутарман, яланах аслисене хисеплеме, ырра вĕрентнĕ. Çакна пулах пуль ĕнтĕ Кĕçтеншĕн вăл хушăран усалрах пек те туйăннă. Анчах та Иван усал тăвас темен. Вăл ывăлне хăйĕн тĕслĕхĕпе мĕнле тĕрĕс-текел пурăнмаллине кăтартнă. Иван Абакшин – сурăх ферминчи аслă кĕтӳç – ялан ĕçе чи малтан тенĕ пек тухса каять. Вăл яланах пур ĕçе те васкаса, анчах тирпейлĕн, юратса тăвать (çавна пулах пулĕ часах пиçекен тинкĕлен кăмăллать). « Çатанĕ вĕсен вĕр-çĕнех-ха. Çупкунне, киввине сӳтсе, ашшĕпе иккĕшĕ авнăччĕ. Илемлĕ çатан. Речĕсем те шăрçа пек тикĕс пыраççĕ, шалчисем те пурте пĕр пек – ашшĕ пур ĕçре те тирпее юратать…». Хăйне нихçан та шеллемен Кĕçтенĕн ашшĕ. Шăпах çакă пĕтернĕ те ăна. Пĕрре шалкăм çумăр айне пуса хытă шăннă хыççăн ар çын йывăр чирлесе асапланать. « Кăкăр таран шурă простыньпе витнĕ ашшĕ ним хускалмасăр, куçĕсене хупса выртать. Хĕвел пайăрки пичĕ çине ӳкесрен, кăнтăр енчи чӳречесене виççĕшне те тултан хупса кĕнĕ. Çавăнпа та ун пичĕ темле, кăвакрах хут тĕслĕ курăнать. Чирлесе ӳкнĕренпе ӳссе кайнă сухалĕ çак ӳт çинче пушшех те вăрăм пулнăн туйăнать. Унăн шурă кĕпи айĕнчен палăракан хытанка кăкăрĕпе хулпуççийĕсем тата путса аннă куçĕсем вăл питĕ йывăр выртнине палăртаççĕ». Вилес умĕн те Иван хăйĕн ывăлне пил сăмахĕ те пулин калма тăрăшнă: «Ашшĕ куçĕсене уçрĕ, тем калама тăчĕ, анчах тутисем çеç кăштах сиккелесе илчĕç, сасси тухмарĕ. Куçĕсене питĕ асапланса уçнăран пулмалла, пичĕ пĕркеленчĕ Пĕркеленчĕксем вара урăх пĕтмерĕç, çаплах хытса ларчĕç ‹…› Ашшĕ пуçне ун енне пăрма хăтланчĕ – пултараймарĕ. Вара çавăнтах вăл темле, тарăннăн сывласа ячĕ те хытма пуçланă пек пулчĕ: урисем тӳрленчĕç, çамки якалчĕ, куçĕсем çуталса, тĕссĕрленсе кайрĕç, хĕсĕнчĕç». Ашшĕ виличчен Кĕçтен унпа часах вăрçанса кайма, ун çине ним çукран çиленме пултарнă. Каччă хăйĕн ашшĕне çамрăк пулнăран пулĕ ăнланман, унăн сăмахĕсене те яланах ăша хывиччен малтан мăкăртаткаласа та илнĕ. Кайран çеç вăл йăнăш тунине тавçăрнă, анчах та вăхăта каялла тавăрма çук çав. «Пĕрле пурăннă чухне çынна ытлашшипех асăрхамастăн та темелле. Ун çинчен ытлашши шутламастăн та. Хăш чухне тата çиленетĕн те ăна – пурăнан пурнăçра пурте пĕр тикĕс пымасть. Кайран, ăна çухатсан тин, вăл хăвшăн мĕнле хаклă, çывăх çынпулнине туйса илетĕн». Вилсен те Иван Абашкин сăнарĕ пур очерк тăршшĕпех вулакансен умне тухса тăрать. Хайлав геройсем ăна тăтăшах аса илсе тăраççĕ. Кĕçтен йыснăшне чĕрĕ чухне вăл ĕçкĕпе аташнăшăн чылай вăрçнă. Ĕçменскер эрехпе иртехекенсене юратмастьчĕ. Вăл уçă сывлăшра çывăрма кăмăлланă. «…Мĕн хура кĕрчченех вăл сарайра, хăй ятарласа тунă путмар çинче çывăратчĕ. Ыйхи питĕ çăмăлччĕ унăн – китисенчен чи малтан вăранатчĕ. Вара апатланатчĕ, туйине тытса, урама тухатчĕ. Унта ăна хăйне панă апатне хăпăл-хапăл çисе янă Улайкка кĕтсе ларатчĕ. Хуçи тухсан вăл яшт! сиксе тăратчĕ те ун патне пырса çуланкалатчĕ, тăрăххăн-тăрăххăн сиккелетчĕ, унтан майĕпенр урам тăрăх чупса каятчĕ. Хăйне вĕрсе ăсатакан йытăсем çине çаврăнса та пăхмастьчĕ вăл. – ара, ĕçлĕ йытă мар-и! – тӳрех пасар урамĕ хрескинелле лĕпĕстететчĕ. Унта çитетчĕ те, хуçи енне çаврăнса, ăна кĕтсе ларатчĕ, лешĕ çитеспе каллех сиксе тăратчĕ. Урлă урампа сурăх витисем еннелле çул тытатьчĕ...». Кĕçтен ашшĕне ялти сем те юратнă. Каярахпа Кĕçтен Абакшина унăн ашшĕпе танлаштерма пуçлаççĕ, ăна та выльăх-чĕрлĕх кăмăллама пуçлать. «… Аçу пĕр ĕçе те хыпаланса тумастчĕ. Çавăнпа та лайăх, тĕплĕ тăватчĕ ‹…› Тĕрĕс, ашшĕ унăн чăнах та çавăн пек çынччĕ. Васкамасăр-хыпаланмасăр, тем те тума ĕлкĕретчĕ. Кăçал акă вĕсем карта çивиттисене, хӳмесене çĕнĕрен сӳтсе çапрĕç, пахчана тытнă çатансене пĕтĕмпех майласа тухрĕç, анчах платник тавраш пĕрре те чĕнмен – ашшĕ вăл ĕçпе кĕтӳрен килсен аппаланатчĕ. Иртнĕ кĕркунне вăл хăй вали кĕрĕкпе çĕлĕк те хăех çĕлерĕ… Анчах чи паллă, чи пысăк ĕçĕ унăн – сурăх фермиччĕ». Иван Абакшин ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри пулнă. «…Кĕçтен ашшĕ колхозра хиселĕ çынччĕ. Çынччĕ. Халĕ асăнмалли те хурланмалли, кулянмалли те макăрмалли çеç юлчĕ». Унран пример илекен ывăлĕ те çакăн пек пуллассине шанса тăма пулать. «Улми йывăççинчен инçе ӳкмест», - тесе ахальтен каламан çав ĕнтĕ ваттисем.
2.2.Эльвира
тӳрлетЭльвира Башмакăва – Абашкин Кĕçтенпе пĕр çулти çамрăк, илемлĕ, яланах тенĕ пек савăнăçлă çӳрекен хĕр. «… хыттăн ахăлтатса кулни илтĕнчĕ ‹…› Эльвира иккен. Хула майри пекех. Кинона е ахаль уçăлса çӳреме кайма хатĕрленнĕ пек. Хăймине пуçтарнă сĕт тĕслĕ пыльникпе, çӳлĕ кĕлĕллĕ шурă босоножкипе. Çӳçне вăл кăтралатса янă, - ĕнер пулмалла, - кĕскеттернĕ, ансăр та куçĕ тĕслĕрех сенкер капрон шарф айĕнчен вăл, юри тустарса янă пек, пайăркан-пайăркан çамки, хăлхисем çине усăнса аннă». Вăл тахçантанпах Кĕçтене килĕштерет: «…хулана та, тен, Кĕçтен ирки çеç куçса пырас тенĕ пулĕ. Ун çине вăл мĕнле туйăмпа пăхнине Кĕçтен лайăх сисет. «Эсĕ зоотехника факультетне кĕретĕн-тĕк – эпĕ агрофакультета кĕретĕп, пĕр колхозра ĕçеме май пултăр», - терĕ Эльвира экзамен пама кайнă кун. Кĕçтен савĕнчĕ. Вăл хăй те çаплах шутланăччĕ». Эльвира мăнкăмăллăрах пулин те килĕшӳллĕ, илĕртӳллĕ хĕр. Вăл ялти ытти хĕрсенчен сăнĕпе çеç мар, кăмăлĕпе те уйрăлса тăрать: «…паркра çакăн пек шăв-шав тăнă чух, ташлама, савăнма юратакан Эльвира çапла пĕччен ниепле те тӳссе ларас çук. Мĕн ачаранпах çапла вăл: вылямалли-кулмалли çĕре пуринчен малтан çитет». Эльвира хутте кама та ӳкĕте кĕртме е илĕртме пултарать: « Упкеленисем, йăлăнтарнисем Эльвирăн час-часах пулаççĕ. Килĕнчи пĕтен-пĕр ача, вăл ачашрах та ӳснĕ пулмалла çав. Амăшĕпе ашшĕ, колхоз председателĕ, хĕр мĕн ыйтни-хушнине нихçан та тумасăр тăман. Çакна хăнăхнăскер, Эльвира Кĕçтене те хушма юратать. Кĕçтен вара, - йăвашрах кăмăллăскер пулмалла çав! – ăна яланах итлет. Хăйне килĕшмен çавăн пек япаласем çинчен вăл хĕрпе темиçе хутчен те шутласа хучĕ, анчах кашнинчех каялла турĕ – хĕрĕн пысăк, хăмăр куçĕсене, каçăртарах илемлĕ сăмсине, сылтăм пит çăмарти çинчи турпаллине курсан, унăн çав сăмахĕсем ăшран та тухмаççĕ, вăл яланхи пекех ачашшăн, именчĕклĕн калаçма пуçлать…». Эльвирăн хăюллăхĕ вăл каччăна пĕрремĕш чуп тунинче те палăрать. Манн шутпа, Енчен те çав тери именчĕк Кĕçтен çакăн пек харсăр, чарусăр хĕрпе пĕрле телейлĕ пулать. Вĕсем пĕр-пĕрне йăнăш утăмсенчен сыхласах тăрĕç.
2.3.Миккул (Николай Егорч)
тӳрлет« Çирĕклĕ Кӳлĕри ик-виçĕ кун» очеркра çамрăк çынсем çеç мар, авланса ачаллă пулнă мăн çынсем те пысăк йăнăшсем тăваççĕ, хăйсем валли кирлĕ, тĕрĕс-тĕкел çул суйлама пултараймаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Кĕçтен йыснăшĕ, Миккул. Ĕлĕкрех вăл платник сен бригадин пуçлăхĕччĕ, кайран вара ăна унтан кăларнă. Çакă арçын эрехпе иртехме юратнипе пулса тухнă. Миккула Хуньăшĕ, Иван Абакшин, килĕшӳсĕрлĕхшĕн чылай вăрçнă. Ĕçке йĕрнĕскер вара пĕр пуçласан ниепле те чарăнма пĕлмен. Хăй вара: «Вçо! Паянтан ĕçместĕп!», - тесе нумай тунă. Çапла вăл кунран-кун хăйĕн ăсне, пултаруллăхне «ĕçсе янă». «Хăй вăл платник. Ĕлĕкрех платниксен бригадин пуçлăхĕччĕ, кайран кăларчĕç: сыпкалама, сыпкаласан – чăркăшма, çатталанма юратать, - алли çӳлте. Мухмăрне вара виç-тăват кун «тӳрлетет», ĕç çинчен те манса каять. Çавăнпа та Кĕçтен ашшĕ ăна ытла юратсах каймастьчĕ. Миккул унтан шикленетчĕ, ĕçсе ашкăннă хыççăн чылай вăхăт хушши ун куçĕ умне курăнма хăраса çӳретчĕ». Пĕр хĕрсен ăçта килнĕ унта лапăстатса çӳреме юратать Кĕçтен йыcнăшĕ. Анчах çамрăк чухне апла пулман вăл. Ăна самана, пурнăç, эрех улăштарнă. «Ĕлĕкрех, çамрăкрах чух, капла марччĕ. Усĕрĕлес-тăвас пулсан, выртатчĕ те мĕн ирчченех мĕн хускалмасăр çывăратчĕ. Вара тăратчĕ те мухмăр-сухмăр пулнине туймасăр, апат çиетчĕ, ĕçе тухса каятчĕ. Халĕ - апла мар. Лăпланса выртиччен тем вăхăт иртет. Çывăрасса та ирччен мар, ик-виç сехет çеç çывăрать. Çăвар ăшĕ типсе çитнипе, - тĕлĕкĕнче пĕрер витре шыв ĕçсен те тăранаймасть, - тата пуçĕ çурăлас пек ырытнипе вăранса каять хăйĕнчен хăй хăраса выртать. Ăна ĕнертемле пысăк айăп туса хунăн, таçта тем манса хăварнăн, тем çĕмĕрнĕн,такама кӳрентернĕн, çаксемшĕн вара ăна ак-ак милицие тытса каяссăн туйăнать. Вăл хăй ăçта, мĕнле, кампа ĕçме пуçланине, мĕнле киле çитсе ӳкнине аса илме пуçлать, анчах чылай чухне ĕçкĕ пуçламăшне çеç астăвать. Çакă ăна пушшех те асаплантарать. Çынсем эсĕ ĕнер çын вĕлернĕ, тесен те: ара, çапла пуль, вĕлернех пуль çав, тейĕн, амитке! Çапла асапланса выртсан-выртсан, вăл тата кăштах кăтăш пулать. Çав кĕске хушăрах темле питĕ хăрушă тĕлĕксем те кума ĕлкĕрет, вара шарт! сиксе, йĕп-йĕпе тара ӳксе вăранса каять. Каллех аса илме хăтланать, татах ним те астуса илеймест, каллех тарăхма çав териех, хăй калашле, персе лартнăшăн ӳкĕнме пуçлать. «Вçо, урăх пĕр тумлам та сыпмастăп ăна, путсĕре», тет ăшĕнче, çапла асапланса выртсан-выртсан. Ирхине вара, çăвар ăшĕ типнипе чĕлхи те кăштăртатакан пулнине пăхмасăрах, мăштах выртать: тăрсан, арăмĕ мăкăртатма тытăнать, унăн вара ăна итлес килмест…». Мĕнле йывăр пулсан та Миккулăн тӳрленмелли шанчăк пур. «Халĕ вăл каçарсан тем ĕçлеме те хатĕр. Траншейне, юпа шăтăкĕсене пĕчченех чавса хатĕрлĕччĕ. Вăл ĕçе пĕтерсен пĕр-ик сехет выртса çывăрĕччĕ те кирпĕч йăтма пуçлĕччĕ»48. Ăна çак утăма тума пулăшмалла çеç. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе хăйĕн çине инженер Иван Иваныч илет. Вăл кашни çынна тĕрĕс хаклама пултарать. «Ав мĕнле иккен! Тавах ĕнтĕ сана, Иван Иваныч! Вĕреннĕ çын çав, амитке, пашка! Миккул, бригадир пулсан та, ыттисене кăтартса пынипе кăна лăпланмĕ, вăл унта виç-тăват çыншăн ĕçлĕ. Ятне ямĕ текех. Партогăн та ун пирки намăсланмалла пулмĕ. Вăл… - Иван Иваныч сана, ху-хулигана, çын вырăнне картать-ха авă, пӳлчĕ Миккул шухăшне Иван Ильич. – Эсĕ вара… - Вçо, Иван Ильич!». Миккул панă шанчăка çухатманнине, хальхинче чăнах та хăйĕн сăмахне тытнине ĕнĕнес килет. Енчен те ун çумĕнче яланах ăслă, ĕçкĕ çулĕнчен пăрма пултарнă çынсем пулсассăн, вăл тӳрленсе çӳле çĕкленме пултаратех.
Пĕтĕмлетӳ
тӳрлетВладимир Леонтьевич Садайăн туртăмĕпе майĕсем, тĕпрен илсен, реализмла эпос çинче никĕсленсе тăраççĕ. Çыравçă пулăмсене пурнăçра чăн пулса иртнĕ пек куç умнее туллин те уççăн кăларса тăратма юратать. Ĕçсем, сюжет йĕрĕсем автор хутшăнмасăр, хăйсем тĕллĕн аталанса пыраççĕ. Очерк виççĕмĕш сăпатран пыни писателе тĕп сăнарсен портретне туллин уçса кăтартма май парать, сăнлав ăсталăхĕ тĕлĕшĕнчен уйрăм çыннăн шалти тĕнчине - чун-чĕрине, ăс хакăлне, çут çанталăкран (темпераментран, физиологирен, ӳсĕм тапхăрĕнчен, характертан) килекен улшăнăвĕсене тарăннăн тишкерме пулăшать. Ял халăхĕ очеркра питĕ реалистла сăнарланнă. Унта çынсен кашни ĕçĕ-хĕлĕ шухăша яма пултарать. Кашни геройăн шăпине кăтартса автор пире пурнăçăн чăнлăхне уçса пама пултарнă. «Пурнăç пĕр тикĕс» пыманни кунта питĕ лайăх курăнать. Геройсен кашни хуйхи-савăнăçĕ чуна пырса тивет. «Çыннисем вĕсем лайăх, ĕçчен те тӳрĕ кăмăллă, малалли, çĕнни патнелле туртăнакан çынсем. Хăш чух йăнăшаççĕ пулсан та, вĕсенчен вĕренмелли те нумай – эсир ман çав туссене юратасса шансах тăратăп эпĕ», - тет Владамир Садай. Очеркра вăл лайăх çынсене çеç мар, чăлах чунлă, вараланчăк кăмăллиссене те кăтартнă. Çак нашкал çынсем те улшăнма пултарасса шанать автор. Пĕри – пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн пулсан тем те тума пулать-çке! «Çирĕклĕ Кӳлĕри ик-виçĕ кун» очерк вĕçленмен. Çак мелпе автор вулакансене пурнăç вĕç ленменни, геройсен умнее тата та çĕнĕ тĕрĕслевсем сиксе тухасса систерет. Вĕсене вара геройсем малашне те пĕрле пулса, халь суйласа илнĕ тĕрĕс çул çинчен пăрăнмасса шанас килет.
Усă курнă литература
тӳрлет- 1. Маяксем Л. «Эпир вĕçме çуралнă!» // Тăван Атăл. – 2005. - № 12. – с. 71-72.
- 2. Ялкир П. Пултарулăх ĕçре туптанать. [В.Садай çуралнăранпа 70 çул çитнĕ май] // Хыпар.– 1996. – ака уйăхĕн 4-мĕшĕ. – с. 6.
- 3. Юман А. Владимир Садай // Ялав. – 1996. - № 8. – с. 105-106.
- 4. Юман А. Ĕçченччĕ вăл , тӳсĕмлĕччĕ, талантлăччĕ // Тăван Атăл. –
1996. - № .2. – с. 71-72
- 5. Владимир Садай. Туссем каллех пĕрле: повестьсемпе калавсем. – Чăваш АССР государство издательстви. - Шупашкар ,1962. – с. 198