Корпус — çар хĕсмечĕн ĕçĕсене туса пыма йĕркеленĕ çар чăмăртăвĕ. Дивизипе çар хушшинчи çар пĕрлешĕвĕ пулать. Унăн шутĕнче тĕрлĕ тĕслĕ ăратри дивизипе урăх çар пĕрлешĕвĕнчен тытăнса тăрать. Пĕрремĕш корпуса Раççейре 1701 йĕркеленĕ.

Истори

тӳрлет

Корпуса XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Францире, каярах — ытти патшалăхсенче те, тактика пысăк пĕрлешĕвĕ евĕр йĕркелеме тытăнаççĕ. Вăл, ахальхи пекех, икĕ дивизирен тытăнса тăнă. Раççей гуманитари энциклопеди сăмахсарĕ(ĕçлемен каçă).

Раççей

тӳрлет

Раççей Империйĕ

тӳрлет

1917 çулчен Раççейре корпус тесе хăй тĕллĕ вăрçă ĕçĕсене хутшăнма пуçтарнă тĕрлĕ тĕслĕ хĕçпăшаллă пĕрлешӳсене, тăнăç пурнăçра — пĕрле вăрçă ĕçне хатĕрленме пухăннă пĕрлешӳсене — каланă; ахаль 2 е 3 пехота дивизинчен, кавалери дивизинчен тата 2 бригадăран тата 1 артиллери юланут дивизионĕнчен тытăнса тăнă. Çаплах корпус ятпа ятарлă хĕсмет çар чинĕсене пĕрлĕ каланă, тĕслĕхрен, жандармсен, çар инженерĕсен, фельдъегерсен, чикĕ сыхлавçин корпусĕ.

4 тĕслĕ корпус пулнă: стрелок, механика, кавалери тата авиаци.

Стрелок корпусĕ шутне 2 стрелок дивизийĕ, артиллери полкĕ, зенит-артиллери дивизионĕ, çыхăну батальонĕ, сапёр батальонĕ тата авиаэскадрилья кĕрет. 1940 çулхи çурлан 17-мĕшĕ тĕлне стрелок корпусĕ шутĕнче 15000 яхăн çын пулнă. Стрелок корпусĕсем пĕрлехи çар ушкăнне кĕнĕ.


Вăрçă пуçламăшĕнче çын тата техника çитменнине пула çар структурине улăштарма тивнĕ. Чылай корпуса салатнă, пехотăра тактика тĕп виçи дивизи, куçăмлă çарпа кавалеринче - бригада пулса тăнă.

Çапах та, Мускав патĕнчи хирĕçле тапăнăва хатĕрленĕ чухне каллех корпуса тавăрнă. 1942 çулта Харьков çине тапăннă чухне куçăм çарĕсен çĕнĕ пĕрлешӳ тĕсĕ - танк корпусĕ , хайĕн тытăм йышĕпе, механикăланăскер пекех, хутшăннă. Танк корпусĕсем яланхилле фронт резервĕнче тăнă. 1943 çултанпа, пысăк куçăм пĕрлешĕвĕсене - танк çарĕсене (танк корпусĕсене вĕсен шутне кĕртнĕ, вĕсем тĕп тапăну вăйĕ пулнă) йеркеленĕ.

Вăрçă вĕçленсен корпус тĕслĕ тактика пĕрлешĕвне пăрахăçланă, хĕçпăшаллă вăйсен системине дивизи – çар структурине куçарнă. Хальхи Раççей Çарĕнче те корпуссем çук.


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Шаблон:Çар чăмăртăвĕ