Çарамас Хĕвел (фильм)

Çарамас хĕвел (итал. Sole nudo) — 1984 çулта экран çине тухнă Тонино Черви режиссёрăн тата сценаристăн итал фильмĕ.

Çарамас хĕвел
Sole nudo
Жанр психологиллĕ
драма
Режиссёр Тонино Черви
Сценари
авторĕ
Тонино Черви
Тĕп рольсенче Дэвид Брэндон
Таня Альвес
Паоло Боначелли
Тăсăлу 107 мин.
Патшалăх Çарамас Хĕвел (фильм), Бразили ялавĕ
Чĕлхе Итал, португал
Çул 1984

Сюжет тӳрлет

Фильм Адам Луки пирки каласа кăтартать. Ăнăçсăр пурнăçа пула вăл, юлташĕ пулăшнипе Римран Рио-де-Жанейрона тухса тарать, унта ĕç тупма ĕмĕтленет. Шел пулин те, кунта та ăна телей тупăнаймасть, вара Лука хăй çине ала хума шут тытать.

Çапах та, Рио хулинче Лука илемле хĕре тĕлпулать. Хĕр ăна хулари вăрттăн та тĕлĕнтермĕшле вырăнсемпе паллаштарать. Майĕпен Лукан пурăнас кăмăлĕ çĕкленсех пырать.

Фильм вĕçĕнче иккĕ çын Копакабана пляжĕнче шурăмпуç килнĕ чух ташша яраççĕ.

Рольсенче тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

 
Ку кинофильм пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.