Çаврăмлă куçăм

Çаврăмлă куçăм — механикăлла куçăмăн пĕр тĕсĕ. Материаллă пăнчă кунашкал куçсан, вăл çавракăш йĕрĕпе пырать. Енчен те абсолютлă хытă ĕскерĕн кунашкал куçăмĕ-тĕк, лешĕн кашни пăнчи çавракăшпа пырать, асăннă çавракăшĕсем вара паралеллĕ лаптаксем çинче, вĕсен варрисем пĕр йĕр вырнаçнă, хайхи йĕре çаврăнăвăн тĕнĕлĕ теççĕ. Çаврăну тĕнĕлĕ ĕскер витĕр е унăн тулашĕнче иртет. Çаврăну тĕнĕлĕ, пĕтĕмĕшле илсен, хускалаканни те, хускалманни те пултарать (мĕнле пуçлав системипе çыхăнтарнине кура).

сфера евĕрлĕ хытă ĕскер пĕр диаметрĕ тавра çаврăнни

Çаврăну тĕнĕлсене еплерех суйласа илнине кура, тĕрлĕрен татах та кăткăсрах çаврăмлă куçăмсем патне пырса тухма пулать. Сăмахран, сферăлла куçăм текенни пур (тĕнĕлĕн пĕр пăнчи палăртнă вырăнтах тăрать, тĕнĕлĕн ытти пăнчисен вырăнĕсем улшăнаççĕ). Тепĕр кирлĕ ăнлав — çаврашкалла куçăм.

Çавăн пекех

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет
 
Ку физика вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.

Шаблон:Механикăлла куçăм