Çăлтăрла кап

(Çăлтăр капĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Çăлтăр капĕ (çиçев), тĕрĕсрех Çăлтăрла кап (Çăлтăрла магнитуда) — объектăн ялтăравне, çиçевне хисеппе кăтартакан хапасăр палăрăмлăх, ăна m саспаллипе (лат. magnitudo — «кап, хапа») кăтартаççĕ. Ăнлава, йăлана кĕнĕ тăрăх, тÿпери объектсем тĕлĕшпе усă кураççĕ. Çăлтăрла кап уйрăм объектран килсе лаптăкăн пĕрчине тивекен энерги юхăмне (çеккундри мĕнпур фотонсен энергине) палăрăмлăхлать. Çапла вара, курăнакан çăлтăрла кап объектăн палăрăмлăхĕсенчен те (унăн çутăлăхĕнчен), ун патнелли инçĕшрен те килет. Çăлтăрла кап мĕн чухлĕ пĕчĕкрех, асăннă объект çавăн чухлĕ çутăрах. Ăнлава энерги юхăмне курăнкан, инфрахĕрлĕ, ультрафиолет диапазонĕсенче виçнĕ чухне усă кураççĕ. Кунпа пĕрлех çăлтăрла каппа телескопсен тата астрографсен кĕреслĕх вăйне виçеççĕ.

Iridium flare 2008 08 11
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çиçев (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Çавăн пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет