Открыть главное меню

«Çеçпĕл Мишшин тăван çĕршывĕ» мемориал комплексĕ

Координатсем: 55°36′20″ с. ш. 47°17′48″ в. д. / 55.60556° с. ш. 47.29667° в. д. / 55.60556; 47.29667 (G) (O) (Я)

«Çеçпĕл Мишшин тăван çĕршывĕ» мемориал комплексĕ (выр. Мемориальный комплекс «Родина Михаила Сеспеля») — Çеçпĕл Мишши кун-çулĕпе пултарулăхне халалласа йĕркеленĕ музей комплексĕ, Чăваш наци музейĕн филиалĕ[1].

«Çеçпĕл Мишшин тăван çĕршывĕ»
мемориал комплексĕ
Никĕсленĕ 1960-мĕш çулсенче
Вырнаçнă Чăваш Республики, Канаш районĕ, Çеçпĕл ялĕ.
Мемориал комплексĕн сайчĕ

Чăваш Республикин Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче вырнаçнă.

2001 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мемориал комплексне Чăваш наци музейĕ шутне кĕртнĕ.

Пĕрлехи хыпарсемТӳрлет

Комплекс шутне поэтăн килĕ тăнă вырăнта Чул палăкĕ, пĕве; ялти библиотека, Культура çурчĕ, вăтам шкул çинчи поэта асăннă хăма; Çеçпĕл Мишши яч. парк, унтах поэтăн бюсчĕ, Çеçпĕл Мишши музейĕ.

Сăвăçăн тăван ялĕнчи музейне 1960-мĕш сулсенче шкулти класс-музейĕнчен пуçарса кайнă. 1972 çулчен музей экспоначĕсем ял канашĕн çуртĕнче упраннă, 1979 çулхи чӳк уйăхĕнче Мемориал комплексĕ хăйĕн килне тупнă.

Мĕнпур экспозици лаптăкĕ — 108 м2. Музейĕн тĕп ĕçĕ-пуçĕ – сăвăçăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен материалсем пухасси, экскурсисене ирттересси.

Çав. пекехТӳрлет

АсăрхавсемТӳрлет

КаçăсемТӳрлет