«Икĕ кун» (выр. Два дня) — Дуня Смирнова режиссёр хайланă раççей камитлă мелодрама, 2011 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнче кăларнă.

Икĕ кун
Два дня
Жанр кинокамит
драма
Режиссёр Дуня Смирнова
Продюсер Фёдор Бондарчук
Дмитрий Рудовский
Рубен Дишдишян
Сценари
авторĕ
Дуня Смирнова
Анна Пармас
Тĕп рольсенче Ксения Раппопорт
Фёдор Бондарчук
Ирина Розанова
Евгений Муравич
Оператор Максим Осадчий
Композитор Алексей Стеблев
Петр Климов
Кинокомпани Art Pictures Studio
Централ Партнершип
Бюджет $1,7 млн
Патшалăх РФ
Çул 2011
IMDb ID 1945081

Сюжет тӳрлет

Петр Дроздов, Мускав тӳре çынĕ, провинцири вырăс литература классикĕн музейне облаçĕн кĕпернетĕрĕ йăлăннипе килет; вăл музей çĕрĕсем çинче хăйĕн çĕнĕ резиденцине туса лартасшăн. Малтанах Дроздов çакăнпа килĕшет, анчах та музейре директор çумĕ пулса ĕçлекен Машăпа курса калаçссан унăн шухаш-кăмăлĕ улшăнать…

Рольсенче тӳрлет

çаплах: Анна Пармас, Михаил Брашинский, Борис Хлебников, Павел Медведев, Анна Михалкова, Альбина Евтушевская, Лариса Негреева, Евгений Шуленин, Ирина Денисова, Кирилл Болтаев, Алексей Медведев, Владимир Кебин, Юрий Пронин, Леся Кудряшова, Алексей Базаров тата ыттисем.

Фильмра «Windy Song» мусăк композицийĕ, авторĕ — Miusha.
Финал титрĕсенче Мегаполис ушкăнĕн «Супертанго» юрри илтĕнет: мусăкĕ — Олег Нестеров, Михаил Габолаев, Максим Леонов, тексчĕ — Александр Бараш, Олег Нестеров.

Чыслани тӳрлет

  • «Европа чӳречи» фестивалĕн парни, (2011):
    • «Ылтăн ладья» парни («Выборг шучĕ» конкурсăн)[1]
  • «Ылтăн ăмăрткайăк» 5 парнине илме тăратнă: чи паха фильм, чи паха арçын ролĕ (Фёдор Бондарчук; тивĕçнĕ), чи паха хĕрарăм ролĕ (Ксения Раппопорт; çĕнтернĕ), чи паха иккĕмĕш планри хĕрарăм ролĕ (Ирина Розанова) тата чи паха оператор ĕçĕ (Максим Осадчий).

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Два дня, пять невест, еще четыре дня и одна баба 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. в газете «Московские новости»

Каçăсем тӳрлет