Ӳпке (pulmo, pneumon) — çыннăн, пур сĕтĕмекен чĕрчунсен, кайăксен, рептилсен, чылай çĕр-шыв чĕрчунĕсен тата хăш-пĕр пулăсен (икĕ мелпе сывлакансен, алăпӳрнеллĕ тата нумайпӳрнеллĕ чĕрчунсен) сывлăшпа сывламалли хатĕр (орган) пулать, пур чухне те тенĕ пекех ӳпке йĕкĕр орган шутланать.

Çын ӳпки, касса ӳкерни

Ӳпкесем тесе хăшпĕр çурăмшăммисĕр чĕрчунĕсен ( моллюскăсем, Голотурисем) сывлăшпа сывламалли хатĕрĕсене те кăтартаççĕ.

Танлаштаруллă анатомии тӳрлет

Ӳпкеллĕ пулăсен, типĕ сывлăшпа сывламалли хатĕрсемпе пĕрлех, шыври сывлăшпа сывламалли йĕкĕр суха пур. Çĕр-шыв чĕрчунĕсен, рептилĕсен тата кайăксен ӳпкисем кĕлетке ăшĕнче, кăкăр уйрăмĕнче, сĕтпе ӳсекенсен тата çыннăн — кăкăрăн ятарлă ăшĕнче, хырăм пушăлăхĕнчен кăкăр-хырăмăн чаракĕпе уйрăлса вырнаçнă.

Сĕт ӳсекенсен ӳпки тӳрлет

Чылай сĕтĕмекен чĕрчунсен ӳпки мăшăрлă, сылтăм ӳпке чĕрĕкĕсен шучĕ яланах нумай (6 чĕрĕк таран) , сылтамминче 3 чĕрĕк. Ӳпкен кĕлетки тĕпĕ бронхăсем шутланаççĕ. Сĕтĕмекен чĕрчунсен ӳпкисенче тĕп бронхи (сывлама пыртан пуçланать) иккĕмĕшлĕ бронхăсене пайланать, кусем вара татах пĕчĕкрех, 3-мĕш тата 4-мĕш шайлă бронхăсене саланаççĕ, сывламалли бронхиолсене куçаççĕ; çак бронхиолĕсем хăйсем альвеолярлă бронхиолсене куçаççĕ, кайран вĕсем альвеолсене анлăланаççĕ.

Çын ӳпки тӳрлет

Çын ӳпки — сывламалли орган. Ӳпке кăкăр ăшĕнче, чĕре çумне сылтăпа сулахай енчен вырнаçнă. Вĕсем çурма конус евĕрлĕ, тĕпĕнче диафрагма, çӳллĕшĕ йĕтес шăмминчен 1-3 см çӳллĕрех. Сылтăм ӳпке 3 чĕрĕкрен, сулахай ӳпки 2 чĕрĕкрен тăрать. Ӳпке ӳпке хутаççипе витĕннĕ, вăл ӳпке хутаççин çурхахĕнче выртать. Ӳпке кĕлетки бронхисем — туратлă йывăç евĕрлĕ.

Çав. пекех тӳрлет