Ӳнер шкулĕ, — вĕрентӳ системинче шкул шутне кĕмекен вĕрентӳ учрежденийĕ. Ӳнер шкулĕнче ачасен ӳнер ăсталăхне тупса çирĕплетме пулăшаççĕ, аталантараççĕ. Çавăн пекех ӳнер шкулĕсенче вĕренекенсене ÿнерçĕ çулĕ çине тăма пулăшаççĕ.

«Студире», Мария Башкирцева ӳкерчĕкĕ

Раççейре чи пĕрремĕш ӳнер шкулĕсен шучĕнче 1711 çулта Пётр I туса хунă Петербург типографийĕ çумĕнчи ӳкерӳ шкулĕ пулнă. Вăл шкулта урăх ӳкерчĕксене ӳкерсе илнĕ анчах мар, натурăран та ӳкернĕ. Вăл шкулчен вара малтан икон ӳкерекенсем кашни хăй хыççăн вĕренекене вĕрентсе хăварнă.

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет