Энгельс (хула)

Урăх пĕлтерĕшĕсене Энгельс (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.

Э́нгельсРаççей хули (1914), Сарăту облаçĕн Энгельс районĕн хула статуслĕ муниципаллă йĕркеленӳлĕхĕ.

Хула Атăлăн сулахай çыранĕнче, Сарăту тĕлне хирĕç вырнаçнă.

Халăх йышĕ — 230,5 пин çын (2007).

Энгельс хули муниципаллă йĕркелĕвĕн пуçлăхĕ — Лысенко Михаил Алексеевич.

Кун-çулĕ тӳрлет

1914 çултанпа Покровск ятла пулнă. 1931 ç. Энгельс ята, Фридрих Энгельс философа тата этем пĕрлĕхĕн ĕçченне хисеплесе панă. 1922-41 çç. — Атăлçи нимĕçĕсен АССР тĕп хули пулса тăрать.

1965 çулта Энгельса Сарăтупа çыхăнтаракан автоçул кĕперне хунă.

Промăçлăхĕ тӳрлет

 
Энгельсри Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин астăвăм палăкĕ
  • УАО «Металл Конструкцисен завочĕ» (кĕпер конструкцисем, вакун тăвасси)

Вăрçă объекчĕсем тӳрлет

Хулара Раççей СÇВ Энгельс авиабази вырнаçнă, унта РФ Инçет авиацийĕн 22-мĕш Донбасс йывăр бомба пăрахакан авиаци дивизийĕ тăрать. Ку раççей йĕтреллĕ хĕçпăшаллă стратеги авиацин, икĕ (Украинка авиабазипе пĕрле) базинчен пĕрри. Çаплах базăра АПШ пăхса тăнипе 1990-үеш çулсен варринче Раççейĕн стратеги бомбă пăрахакан Ту-160 самолёчĕсене пĕтернĕ (вĕсен фюзеляжне гильотинăпа татнă).

Паллă çыннисем тӳрлет

Паллă вырăнĕсем тӳрлет

Энгельсре Сарăту облаçĕн оперетта театăрĕ вырнаçнă.

  • Здание читального зала Центральной библиотеки, построенное в 1909 году
  • Петров çурчĕ — XX ĕмĕрĕн пуçламĕшĕ
  • Таса-Троица чиркĕвĕ — 1825 çулта тунă
  • Музейсем: Энгельс тăван ен тĕпчев музейĕ, Л. А. Кассиль музейĕ, Инçет авиации музейĕ
  • Юрий Гагарин çĕр çине аннă вырăнĕ

Вуламаллии тӳрлет

Каçăсем тӳрлет