Шаблон:Музыкант

Эдди Рознер

Э́дди Ро́знер (Адо́льф Эдуа́рд Рознер, Адо́льф Игна́тьевич Ро́знер, Эдди Игнацы Рознер, Eddie Rosner; çу, 26 1910, Берлинçурла, 8 1976, Хĕвеланăç Берлин) — джаз трубачĕ, сĕрме купăсçă, дирижер, композитор тата аранжировщик.

Чаплă импровизатор пулнăран ăна «шурă Армстронг» тенĕ. Нумай джаз композицисен, çаплах танго, вальс кĕввисен авторĕ, Юрий Цейтлинăн, Михаил Пляцковскин, В.Масс тата М.Червинскин, Евгений Долматовскин, Владимир Харитоновăн, Леонид Куксо, Григорий Поженянăн, Б.Дворныйăн тата ур. сăввисене юрăланă, джаза капăрлатнă. Беларуçин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1944).

Германи тата Польша тӳрлет

Берлинра поляк еврей çемьинче çуралнă. Ашшĕ — Игнатий Рознер — Германирен Польшăна куçса килнĕ ал ăсти пулнă, амăшĕ — Роза Рознер (хĕр чухне Лямпель) — кил хуçайкки. Çемьере 6 ача çитĕннĕ.

Адольфа 1916 çултах Берлинти Штерн мусăк консерваторине вĕренме илеççĕ, ăна вăл сĕрме купăç класĕпе питĕ лайăх паллăсемпе 1920 çулта вĕçлет те поступил для продолжения музыкального образования в Берлинти Кантштрассе аслă мусăк шкулĕнче ăсталăхне ӳстерет. К.Флешпа Ф.Шрекер профессорсем патĕнче пĕлӳ пухать. Кĕçех сĕрме купăса пăрахать, ăна труба хăй патне туртать, чунне джаз тыткăна илет, 1928 çултанпа Гамбургра Марек Веберăн оркестрĕнче трубапа соло вылять, каярах Стефан Вайнтраубăн «Weintraubs Syncopators» джаз-оркестрĕнче ĕçлет. XX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсем вĕçĕнче — 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Европăра чи паллă трубач шутланнă. Круиз пăрахутĕнче джаз-оркестрĕнче ĕçлет, Гамбургран Çĕнĕ Йорка çитет. 1930-мĕш çулсен варринче Рознер хăйĕн джаз ушкăнне пуçтарать, пĕр харăсах икĕ труба çинче вылять.

Германире 1933 çулта нацистсем влаçа кĕрсен Польшăна тарать. Нимĕç фашисчĕсен ертӳçипе пĕр пулас мар тесе ятне улăштарать, Ади артист суя ятне (каярах — Эдди) илет, çĕнĕ джаз-оркестр йĕркелет, унпа гастроле Францие, Латвие тата урăх европа патшалăхĕсене çӳрет, пластинкăсем кăларать. Варшавăра Еврей пултарулăх театрĕн режиссёрĕн Ида Каминскин хĕрĕпе Рут Каминскипе паллашать, тепĕртакран качча илет.

Беларуç патшалăх джазĕ, Магадан тӳрлет

1939 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапрансан Камински çемьипе тата мусăкçăсемпе пĕрле Беларуçе тухса каять, Белосток хулинче джаз-оркестр йĕркелет, кĕçех ăна БССР патшалăх джазĕ статуса параççĕ, Эдди Рознер ушкăнăн ертӳçи пулса тăрать. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕнче оркестр фронтра та, фронт хыçĕнче те нумай концерт ирттерет. Эдди Рознерăн биг-бэнчĕ совет джаз-оркестрĕсен хушшинче свинг вылякан пĕрремĕшĕ шутланать. Ансамбльте Юрий Бельзацкий, Вадим Людвиковский, Пиро Рустамбеков, Луи Маркович тата урăххисем ĕçленĕ.

Мосэстрада джазĕ (1954—1971) тӳрлет

1954 çулта Рознер Мосэстрада çумĕнче Эстрада оркестрне йĕркелет, çав хушăрах «Карнавальная ночь» кинокамитра вылять.

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет