ШукăльСамар облаçĕн хули, Атăлçи Пăлхарăн авалхи хули.

Тавралăхĕ тӳрлет

Хула Атăлăн вăтам юхăмĕн сылтăм çыранĕнче, «Самар Луки» наци паркĕн Шукăль тăвĕн айлăмĕсенче вырнаçнă.

Халăх йышĕ — 55,5 пин çын (2005).

Хула гербĕ тӳрлет

 
Кивĕ герб

Тавралăхĕ тӳрлет

Тольяттипе тата Самар облаçĕн Ставрополь районĕпе юнашар.

Кун-çулĕ тӳрлет

Хула Атăлан сылтăм çыранĕнче, çӳллĕ сăртсем çинче капланса ларнă пулнă. Çав Шукăль тăвĕсем хулана ташманран сыхланă. Халĕ вĕсене Шукăль тăвĕсем теççĕ. 800 çул каялла питĕ çӳллĕ, чуллă та хысаклă пулнă.

1236 çулта Атăлçи Пăлхарăн шĕкĕр хулине — Пӳлере — тутар-монголсем çĕмĕрсе тăксассăн Пачманпа Ылттăнчеч Шукăльре çирĕпленсе лараççĕ. Вĕсем кунта пĕр çулталăка яхăн тăшманпа кĕрешеççĕ. 1237 çул вĕçĕнче урса кайнă тăшмансем Шукăль хулине çунтарса яраççĕ.

Хула ретне 1952 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канаш Президиумĕн хушăвĕпе Жигулёвск ĕçтĕш паçулкинчен туса хураççĕ.

2006 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне муниципаллă йĕркеленӳ — Шукăль хула тăрăхне — туса хунă. Хула тăрăхĕ шутне — Бахилова Поляна, Зольное, Солнечная Поляна, Богатырь тата Ширяево — ялсем кĕнĕ. Çак ялсем 25 км тăршшĕ Атăлăн сылтăм çыранĕ хĕрринче Самар лукин çав тери хӳхĕм вырăнĕнче лараççĕ.

Шукăльтен Атăлăн сылтăм çыранĕнче, 5 çм турирех, хулана кĕрекен Панулми Çырми микрорайон (малтан — хула евĕр паçулкă) вырнаçнă.

Шукăль тĕлĕнче XVII ĕмĕртенпе Моркваши тата Отважное ялсем пулнă. 1942 çулта Панулми Çырми патĕнче Девон тапхăрĕн нефтьне тупнă. Нефте Самар лукин урăх вырăнĕсенче те тупнă. 1950-мĕш çулсен пуçламăшĕнче хула районĕнче ĕçĕ кĕртнĕ самантра тĕнчере чи пысăк шутланнă В. И. Ленин ячĕллĕ Атăл ГЭС-не (халĕ Шукăль ГЭСĕ) 1957 çулта туса лартнă. 1950—1960 çç. Панулми Çырми ялĕнче пысăк цемент савутне хута янă.

Климат тӳрлет

  • континентлĕ;
  • сивĕ хĕлтен шăрăх çăва çанталăк хăвăрт куçать;
  • çулталăкра вăтамран — 440 мм нӳрĕк ӳкет;
  • çулталăкри вăтам температура +3,6 °C;
  • кăрлачри вăтам температура −13 °C;
  • утăри вăтам температура +20,3 °C.

Промăçлăх тӳрлет

 
Çĕнтерӳ урамĕн архитектура комплексĕ шутĕнчи Нефть-газ тупăçлакан управлени çурчĕ.
  • Электроэнергетика
  • Нефть кăларакан промăçлăх — халĕ ĕçлемест: нефть управĕсем пĕтнĕ
  • Машинăтăвăм
  • Çурт-йĕр тăвакан промăçлăх
  • Апат-çимĕçе тирпелекен промăçлăх

Паллă çынсем тӳрлет

  • Балахонов Сергей Григорьевич (1952 çур.) — Шукăлен малтанхи пуçлăхĕ.
  • Муравленко Сергей Викторович (1950 çур.) — Патшалăх Думин депутачĕ, Этем пĕрлĕх Ту Ăслăх Академийĕн чăн пайташĕ.
  • Плохов Евгений Михайлович (1947 çур.) — 2000 çултанпа Куйбышев чукун çулĕн ертӳçи.
  • Саитов Олег Элекпаевич — раççей боксёрĕ, Олимп вăййисен чемпионĕ.
  • Свешников Николай Всеволодович (1953 çур.) — Самар облаçĕн промăçлăхĕпе энергетика министрĕ

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет