Шерлок Холмс темкурнисем (фильм, 1905)

Шерлок Холмс темкурнисем (акăл. Adventures of Sherlock Holmes) — Vitagraph киностудире Теодор Либлер режиссёр 1905 çулта ӳкернĕ американ мусăк илемлĕ камичĕ.

Шерлок Холмс темкурнисем
Adventures of Sherlock Holmes
Жанр драма
Режиссёр Теодор Либлер
Сценари
авторĕ
Теодор Либлер
Тĕп рольсенче Морис Костелло
Брончо Билли Андерсон
Керл Беллью
Барни Шерри
Кинокомпани Vitagraph
Патшалăх АПШ
Çул 1905
IMDb ID  0000501

Сюжет тӳрлет

Фильм упранса юлманнипе, сюжечĕ тĕплĕнех паллă мар. Литературăри кикĕсĕнчен Артур Конан Дойлăн «Тăваттăшĕн палли» повеçĕпе хайланă пуль. Фильмра Шерлок Холмс хĕрарăма вăрлакансенчен çăлать, пулас.

Рольсенче тӳрлет

Виçĕ роле сăнарланисене çеç калама пулать темелле: Морис Костелло (Шерлок Холмс, пулас, апла пулсан та, тĕпчекен хăшпĕррисем иккĕленеççĕ), Керл Беллью (Ватсон тухтăр, пулас) тата Барни Шерри (ролĕ паллă мар). Урăх тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, тĕппуç рольне Брончо Билли Андерсон вылянă: Костелло Бруклинри Vitagraph кинокомпани тăвакан фильмсенче 1907 çултанпа ĕçлеме тытăннă.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет