Чулхулари Ленин районĕ

Ленин районĕЧулхула районĕ. Хулан айлăм пайĕнче Канавинăпа Автозавод районĕсем хушшинче вырнаçнă.

Халăх йышĕ тӳрлет

2004 çул пуçламăшĕнче районта 152,4 пин çын пурăннă.

Истори тӳрлет

Района 1935 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче никĕсленĕ. Истори енчен район тĕпĕ Молитовка посёлокĕнче вырнаçнă. 19 ĕмĕрте вăл посёлокра пир-авăр фабрики пулнă. Халĕ вăл «Техноткань» ятлă УАО.

Хуçалăх тӳрлет

Районта çак промышленость предприятийĕсем вырнаçнă:

  • УАО ПКП “Теплообменник”
  • УАО “Хĕрлĕ Этна Завочĕ” (Завод Красная Этна)
  • УАО “РУМО” (маларах - "Революци двигателĕ" ятлă завод)
  • ФГУП ĂПП “Вĕçев” (Полет)
  • ХАО “Атăл-Инвест” (сăра завочĕ)
  • УАО “5-мĕш çăкăр завочĕ”

Каçăсем тӳрлет