Челепи облаçĕн Чесма районĕ

Чесма муниципаллă районĕ (выр. Чесменский муниципальный район) — Раççей Федерацин Челепи облаçĕн муниципаллă йĕркеленӳлĕхĕ. Административла тĕпĕ — Чесма сали.

Çĕр лаптăкĕ — 266,3 пин га, ял хуçалăх тивĕçĕнче — 233,6 пин га. Халăх йышĕ — 21.6 пин çын.

Районăн кун-çулĕ тӳрлет

Района 1935 çулхи кăрлач, 18 Варна, Качкар, Нагайбак тата Троица районĕсене пайласа туса хунă. 1962 çулта Чесма районне пĕтерсе хураççĕ. Çĕрĕсене малтан Варна районне (1962), кайран — Троица районне (1964) куçараççĕ. 1965 çулхи кăрлач, 25 района çĕнĕрен йĕркелеççĕ.

Халăхĕ тӳрлет

Районта 20.6 пин çын пурăнать. Наци тĕрлĕхĕ историри куçăм ĕçĕсемпе палăрать. Районта вырăссем, казахсем, мордвасем, тутарсем, украинсем, белоруссем пурăнаççĕ. Пурĕпе 12 ял тăрăхне кĕрекен 32 пурăну вырăнĕ.

Каçăсем тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.