Са́тка райо́нĕ (выр. Саткинский район Челябинской области) — Челепи облаçĕн муниципаллă районĕ. Административлă тĕпĕ — Сатка. Çĕр лаптăкĕ — 3015,7 çм². Халăхĕ — 91.7 пин çын.

Районăн кун-çулĕ тӳрлет

Сатка районĕн историйĕ Сатка хулапа çыхăннă. Сатка ĕлĕххи ту ĕç-пуç хулисенчен пĕри шутланать. Строганов промăç усламçисем 1756 çулта Троица-Сатка чукун шăратмалли завода туса хураççĕ. Заводăн хуçи граф С. Г. Строганов пулнă, кайран вăл ывăлне — А. С. Строганова куçать. 1768 çулхи чӳк, 19 Троица-Сатка заводĕнче пĕрремĕш чукун шăратса кăлараççĕ. Çак кун Сатка хулин çуралнă кунĕ пулать.

Тавралăхĕ тӳрлет

Сатка хули Челепирен кăнтăр-анăçалла 190 çухрăмра, Урал тăвĕсен анăç айккинче, Европăпа Азин географи чиккипе юнашар вырнаçнă.

Каçăсем тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.