Ытти пĕлтерĕшсене Чампасак (пĕлтерĕшсем) статьяра пăхăр.

Чампасак е Тямпасак (лао: ຈໍາປາສັກ) – Лаосăн кăнтăр-анăçĕнчи провинцийĕ, чикĕ леш енче Таиландпа Камбоджа вырнаçнă. Чампасак е Тямпасак – Тямпасак провинцийĕн историллĕ тĕп хули.

Тавралăхĕ тӳрлет

Провинцин анăç чиккипе Меконг шывĕ юхать, унăн шывĕнче юханшыв дельфинĕсем ишсе çӳреççĕ. Уникаллă фаунăна тата историллĕ паха курмаллăхсене пула Чампасак провинцийĕ çулçӳревçĕсене питĕ илĕртет.

Истори тӳрлет

Тямпасак - историллĕ облаç, Лан Санг патшалăхĕн виçĕ кнеçлĕхĕсенчен пĕри, кайран хăйтĕллĕ патшалăх. Çак провинцинче Кхмер империйĕн доангкор тапхăрĕнчи историллĕ паллă Ват Пху хăрам ишĕлчĕкĕсем упранса юлнă. Провинци территорийĕ авал ĕмĕрсенче Фунань, Тямпа, Камбуджадеша тата урăх (минь тата кхмер) патшалăхсем шутĕнче пулнă. Лан Санг патшалăхĕ йĕркеленсе тĕрĕкленсен Тямпасак Лаос ятпа палăрать.

Каçăсем тӳрлет