Чăрăш кукăрсăмси

Чăрăш кукăрсăмси - пысăкăшпе çерçи пекрех. Чăрăшлăхсенче, чăрăш нумай ӳсекен лаптăксенче вырнаçать. Çăмартсем (2-5) шупка симĕс, тĕттĕм пăнчăсемлĕ. Йăвине раштав уйăхĕнчех çавăрма пултарать. Чĕпписем нарăспа пуш уйăхĕсенче тухаççĕ. Йăва ăшă пирки амăшĕ вĕсене час-часах пăрахса хăварма пултарать. Чĕпписем 50 куна çитмесĕр те хăйсем тĕллĕн апатланма пултараймаççĕ - сăмсисем вĕсен çав вăхăта кăна кукăрăлса хĕресленсе çитеççĕ. Пирĕн патăртан ниçта та вĕçсе каймаççĕ. Йышĕпе вĕсем яланах çителĕклĕ пулнă, хальхи вăхăтра та вĕсен йышĕ пĕр пекрех тăрать.

Чăрăш кукăрсăмси
Loxia curvirostra
Loxia curvirostra

Каçăсем тӳрлет