Хавас качака — Чулхулара иртекен пĕтĕм Раççейри театр фестивалĕ.

«Хавас качака» Мăн Покровкăра

Символ тӳрлет

Гиляровский «Под весёлой козой» кĕнекинче çапла çырнă:

«Хавас качака тесе чулхула гербне асăннă: хĕрлĕ пăлан мăйракисене çурăм çинелле янă та хавассăн малти урине çĕкленĕ. Вырăнти çынсем пăлана тĕрлĕрен ӳкернĕ, ăна вара пур çĕрте те «Ха-вас качака» тенĕ.

Кун-çулĕ тӳрлет

1993 çулта Чулхулара пĕрремĕш ăстрăм пĕтĕм Раççейри театр капустникĕсен фестивальне иртернĕ, ăна пурнăçа кĕртсе яраканĕсем — РФ халăх артисчĕ, РФ театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн Чулхула уйрăмĕн председателĕ Владимир Вихров тата унăн çумĕ Галина Сорокина. Тепĕр çултанах фестиваль «Хавас качака» ята тата чее кулакан качака сăнарне тивĕçет.

Жюри йышне паллă театр ĕçченĕсемпе çыравçăсем кĕреççĕ: Маргарита Эскина, Аркадий Инин, Виктор Шендерович, Владимир Иванов, Вадим Жук тата Александр Урес, Александр Ширвиндт. Фестивале Раççейри тата çывăхри çĕр-шывсенчи театр трупписем килеççĕ.

Фестиваль йăлипе хутшăнакансем теплоход çинче Атăл тăрăх ярăнса çӳреççĕ, гала-концертсем параççĕ.

2005 çулта Чулхулара, Театр лапамĕнче «Хавас качака» кӳлепине лартнă.

Каçăсем тӳрлет

Лауреатов фестиваля театральных капустников «Веселая коза» назвали в Нижнем Новгороде]