Талыш чĕлхииран чĕлхисен çурçĕр-анăç ушкăнĕнчи чĕлхе. Чĕлхепе калаçакан халăх — талышсем. Вĕсем Талышстанра (Азербайджанăн кăнтăр çĕрĕсем тата Иранăн юнашар районĕсем) пурăнаççĕ. Халăх йышĕ — 200 пине яхăн çын (официаллă), хăйсем шутланипе — 1 млн. яхăн.

Талыш чĕлхи
Тăван ячĕ: толышə зывон, tolışə zıvon, تالشی زَوُن
Патшалăхсем: Азербайджан, Иран
Регионсем: Азербайджан Азербайджан (Ленкорань, Лерик, Астара, кăштах Масаллы, Ярдымлы, Джалилабад, Билясувар, Нефтечала[çăлкуç?])

Иран Иран (Гилян, Ардебиль)

Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Индоевропа йышĕ
Индоиран турачĕ
Иран ушкăнĕ
Çурçĕр-Анăç иран кĕçĕн ушкăнĕ
Чĕлхе кочĕсем
ГОСТ 7.75–97: тал 650
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3: tly
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Истори тӳрлет

 
Талыш чĕлхин (çурçĕр-анăç), гиляк (центр, Рашта хулан таврашĕ) тата мазандера чĕлхин (кăнтăр-тухăç) диалекчĕсем тата семнан чĕлхи.

Талыш чĕлхи ватă аербайчжан чĕлхин (азари е азери) несĕлĕ шутланать, вăл Азербайчжан территорине сельджуксем киличчен анлă сарăлнă пулнă. Каярах Азербайчжанăн чылай халăхĕ азербайчжан чĕлхине куçаççĕ. Чĕрĕ чĕлхесенчен талышсен чĕлхине çывăххи — зазаки. Тăванлă чĕлхе килит чĕлхи, унпа Нахичевань облаçĕнчи Ордубад районĕнче вырăнти халăхĕ хальхи азербайчжан чĕлхине куçичченех калаçнă. 1929 çулта талышсем латтин тĕпĕпе çыруллăх йĕркеленĕ. 1938çулта ăна кириллицăна куçарнă, анчах вăл пурнăçа кĕреймен. Халĕ талышсем пурĕ тенĕ пекех тăван челхипе калаçаççĕ. Хуларисем çеç кая юлса пыраççĕ.

1929-1938 çулсенчи талыш алфавичĕ

A a B в Ç ç D d E e Ә ә F f G g
Ƣ ƣ H h I i J j K k L l M m N n
O o P p Q q R r S s Ş ş T t U u
V v X x Y y Z z Ƶ ƶ Ь ь

Хальхи талыш алфавичĕ

A a Б б В в Г г Ғ ғ Д д Е е Ә ә
Ж ж З з И и Ы ы J j К к Л л М м
Н н О о п п Р р С с Т т Y y Ф ф
Х х Һ һ Ч ч Ҹ ҹ Ш ш
 
Wikimedia Incubator

Каçăсем тӳрлет