Тактовик — тоникăлла сăвă тĕсĕсенчен пĕри[1]. Сăвăра пусăмлă тата пусăмсăр сыпăксем черетленеççĕ. Вăл шутра кунашкал черетленÿ регулярлă мар та пулма пултарать. Урăхла каласан, пусăмлисен хушăкĕнчи пусăмсăррисен шучĕ ылмашăнать. Çав шут 1,2 пулсан — вальă теççĕ. Хушăк 1,2,3 пулсан — тактовик. Хушăк 0,1 е 0,1,2 пулсан — каллех тактовик. Çапла вара улшăнăвăн амплитуди кунта — 2 темелле.

Тактовик мĕнне ăнланма Çеçпĕл Мишшин «Пурнăçпа вилĕм» сăвви пулăшма пултарать.

Акă унăн иккĕмĕш çаври:

Хирте пĕр тĕмеске пĕр-пĕччен...    — U — U U — U U —
Тăпри çине пуснă вĕлтĕрен.         — U U — U U — U —
Вилнĕ çын тăпри вăл, çав тăпра,    — U — U — U U U —
Ырă çынни вилнĕ вăрçăра.          — U U — U U — U U —

Кунта пусăмсен чиккинче пĕр тĕлте виçĕ сыпăклă хушăк та курăнать. Çакă сăввăн çеммин ахаль вальăран тактовик патнелле куçас туртăм пуррине пĕлтерет-ха ĕнтĕ. Çапах та сăвва пĕтемпех илсен, унта пурпĕрех вальă ăслайĕ малта тăрать. Çавăн пекех «хирте», «тăпри» сăмахсенче, сăввăн малтанхи сулăмне сыхласа хăварас тесен, пусăма пĕрремĕш сыпăксене лартма тивнине шута илнĕ.

Вуламалли тӳрлет

  • Тактовик // Литературная энциклопедия терминов и понятий / Под ред. А. Н. Николюкина. — Институт научной информации по общественным наукам РАН: Интелвак, 2001. — Стб. 1057—1058 — 1596 с. — ISBN 5-93264-026-X.
  • Тактовик // Словарь литературоведческих терминов / Ред.-сост.: Л. И. Тимофеев и С. В. Тураев. — М.: «Просвещение», 1974. — С. 395. — 509 с. — 300 000 экз.
  • Тактовик // Квятковский А. П. Поэтический словарь. М., 1966, с.295-299.
  • Тактовый стих // Сельвинский И. Л. Студия стиха. М., Советский писатель, 1962. С. 59-92.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Гаспаров М. Л. Русский стих начала XX века в комментариях. М., 2001, с.153.