Сив курăкĕ
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Уйрăм: Покрытосеменные
Класс: Двудольные
Йĕркелĕх: Астра тĕслисем
Йыш: Астра йышшисем
Ăрат: Сив курăкĕ
Латинла çырни
Cichorium intybus (L.)
Тĕссем

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Викитĕссенчи
систематика

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Ӳкерчĕксем
ITIS 36762
NCBI 13426

Сив курăкĕ, çавăн пекех ахаль циккорий (лат. Cichorium intybus) — астра, е кăткăс чечеклисен йышне тата циккорий евĕрлисен ретне кĕрекен икĕ çул е нумай çул ӳсекен курăк тĕсĕ. Рет шутĕнче килте ӳстермелли икĕ тата 4-6 хăй тĕллĕ ӳсекен тĕс.

Пĕрлехи хыпарсем тӳрлет

Тăпрара тарăн вăрăм çирĕп тĕнĕл тымар яракан ӳсентăран. Хытă вертикальлĕ çĕре кĕнĕ кĕпçи иккĕмĕш çура кăна тухать. Чечеккисем чĕлхе евĕр, пысăк, икĕ арлăхлă, ытларах кăвак тĕслĕрех, сайрарах кĕрен е шурă тĕслĕ, вĕсем çулçăн çӳлти пайĕнчен çитĕнекен кĕске кĕпçи çинче вырнаçнă. Чечекĕсем икĕ хутчен хупланă карçинккара, тулаш çулçисем кĕскерех, каялла тавăрса хунăскерсем, шалтисем тӳррĕн тăраканнисем. Чечексем умлă-хыçлăн çӳлелле уçăлаççĕ, çумăрлă çанталăкра тăтăшах хупă. Улми кĕске хупăллă пиллĕк енлĕ хохолок. Сив курăк нӳрĕке юратать, ытла çумăрлă çанталăка камăлламасть.

Усă курни тӳрлет

Сив курăкĕн икĕ тĕсне — салат сив курăкĕпе ахаль сив курăкне — çитĕнтереççĕ. Ӳсентăранăн тачкаланнă тымарĕнче нумай углеводăн инулинĕ, сезонăн тулли тапхăрĕнче типĕтнĕ тымарĕнче 75 % инулин пур.[1] Çакна пула ĕнтĕ ӳсентăранăн тымарне кофе вырăнне ĕçеççĕ. Çаплах типĕтнĕ тата ăшаласа илнĕ тымара натуральлĕ кофепе тутине пахалатас тесе хутăштараççĕ.

Лартса ӳстернĕ икĕ тĕслĕ курăкăн çулçисене тĕрлĕ салата яраççĕ.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Baert, J.R.A. & Bockstaele, E.L. Cultivation and breeding of chicory root for inulin production. 1993. Industrial Crops and Products.

Каçăсем тӳрлет

 
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «сив курăкĕ»
Çак статьяна çырнă чухне Брокгаузпа Ефронăн Энциклопеди сăмахсарĕн (1890—1907) материалĕпе усă курнă.