Сапожников Олег Анатольевич

Сапожников хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Сапожников Олег Анатольевич (1962 çур., Патăрьел (райцентр), Чăваш Енти Патăрьел районĕ) – физика-математика ăçлавĕсен докторĕ (2008, Мускаври М. В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн физика факультечĕн акустика кафедрин профессорĕ.

Сапожников Олег Анатольевич
Çуралнă вăхăт: 1962-мĕш çул
Çуралнă вырăн: Патăрьел ялĕ (райцентр), Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Патшалăх:

ССРП РФ

Ăслăх сфери: физикаакустика
Ĕç вырăнĕ: Мускав патшалăх университечĕ
Ăсчах степенĕ: физика-математика ăслăхĕсен докторĕ
Альма-матер: Мускав патшалăх университечĕ
Чыславсемпе парнесем


Тĕнчери акустика комиссийĕн "Ир карьера" премийĕ (2004 ç.)
Сорос доценчĕ (2000, 2001, 2002 çç.)
«МАИК-Наука/Интерпериодика» кăларавăшăн çулталăкри чи лайăх публикацишĕн преми (1997 ç.)
МГУ физфакĕн çамрăк вĕрентевçисен конкурсĕнчи Пĕрремĕш преми (1996 ç.)
Европа Академийĕн Раççей çамрăк ăславçисен тĕлĕшĕнчи преми (1994 ç.)
Тĕнчери ăслав фончĕн премийĕ (1993 ç.)
Ломоносов премийĕ (1991 ç.)

МГУна аталантарассин программи тĕлешĕнчи преми (2016, 2017, 2018 çç.)

— Раççей Ăславсен Академийĕн Акустика ăслав канашĕн пайташĕ (2002), "Физикăлла ультрасасă" секцийĕн ертÿçи (2009)

— Америка Акустика пĕрлĕхĕн тĕнчери тĕпчевсемпе вĕрентÿ комитечĕн пайташĕ (2005)

— Америка Акустика пĕрлĕхĕн жжурналĕн редакторĕ (2007)

— Ультрасасă тĕлĕшĕнчи Тĕнчери конгресăн пурнăçлав комитечĕн пайташĕ (2008)

— Тĕнчери линилле мар акустика симпозиумĕн Тĕнчери оргкомитечĕн пайташĕ (2008)

— Америка акустика пĕрлĕхĕн Хисеплĕ пайташĕ (2009)

Биографи тӳрлет

1962-мĕш çулта утăн 14-мĕшĕнче Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Патăрьел ялĕнче (райцентр) çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ — Сапожников Анатолий Сергеевич - Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçрен тухнăскер, Патăрьел районĕн ялхуçалăх ертÿлĕхĕн пуçлăхĕ пулнă, ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă (1973), ЧАССР тава тивĕçлĕ ветврачĕ ят панă[1].

М. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетне шеплĕх дипломĕпе пĕтернĕ (1985).

Ĕçсем тӳрлет

Диссертацисем тӳрлет

  • Кандидат диссертацийĕ (1988) — Акустикăлла хумсен юхăмсемлĕ тикĕс мар талккăшсенчи ăшăлла хăйвăйăмĕ тата хире-хирĕç вăйăмĕ (ертÿçĕ — Руденко О.В., ф.-м.н.д., проф., РАН акад., М.В. Ломоносов ячĕллĕ МГУ)
  • Доктор диссертацийĕ (2008): Ультрасассăн хăватлă пайăркисем: çăлкуçсен диагностики, литотрипси чухнехи çапу хумĕсен хăйвăйăмĕ тата талккăш тĕлĕшĕнчи вăйăмĕ (ăслав консультанчĕ кам пулни паллă мар)

Паллăрах публикацисем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет