Салампи (роман)

"Салампи"Александр Артемьев (1924-1998) çырнă чăвашла лирикăлла роман. 1969-мĕш çулхи кăларăмра ăнлантарнинче "Çĕнĕ çынсем" трилогин пĕр кĕнеки тесе палăртнă[1]. Трилогин ытти кĕнекисем кун çути курни-курманни паллă мар.

Салампи
Жанр: роман
Автор: Александр Артемьев
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул <1956>
Пичетленĕ: 1956
Уйрăм кăларăм: 1966, 1969, 1983, 2012
Куçару: Ытти чĕлхесене куçарни-куçарманни паллă мар

Хайлав çуралса кун çути курни тӳрлет

Аслă Атилĕх вăрçи хыççăн çуралнă роман.

Ят çăлкуçĕсем тӳрлет

Салампи — хĕрарăм ячĕ. Кун пек ята суйласа илесси Петĕр Хусанкай сăвăçпа туслă пулни витĕм кÿме пултарнă, мĕншĕн тесен лешĕн чăнах та çав ятлă хĕр (Саламби Петровна) пур.

Тепĕр енчен, хранццус çыравçин Гюстав Флоберăн (1821-1880) «Саламбо» (Salammbô) ятлă историлле роман пур[2]. Унта та "Саламбо" тени хĕрарам ятне пĕлтерет. Çак япала та автора витĕм кÿме пултарнă.

 
Flaubert Salammbo

Ку тĕлĕшпе Александр Артемьев романĕн текстĕнче, «Кĕрхи шăнасем» сыпăкра, ак çакнашкал каланине тĕл пулма пулать:

— Салампи, — терĕ Вирьялов хĕр ятне çепĕççĕн пĕлтерсе. — Акрамова.

— М-да, — терĕ «профессор», сăмсана нĕрлесе, м-да, интереслĕ ят. Бальзакăн «Саламбо» ятлă роман пурччĕ пулас.

— Флоберăн, — йăпăлтатнă сасăпа пĕлтерчĕ Вирьялов, — Флоберăн...

Повеç е роман? тӳрлет

Авторĕ хăй пурăннă чухне те, халĕ те, апла та, капла та калани-палăртни тĕл пулать.

Тытăм, сюжет тата фабула тӳрлет

Романăн сюжечĕ кăткăс мар. Унта, тĕрĕссипе, ним тĕлĕнмеллиех те пулса иртмест.

Хаклавсем тӳрлет

Геннадий Айхи "Салампи" роман авторне халалланă сăввинче çапла çырнă:

чĕр пурнăç чĕртнĕ пек эс куртăн
хальхи ачаш нарспилĕхе.[3]

Чыславсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет