Садовничий Виктор Антонович
Виктор Антонович Садовничий — Раççей математикĕ. 1939 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Украинăри Харьков облаçĕнчи Краснопавловка салинче çуралнă. 1992 çултанпа М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн ректорĕ.
Виктор Антонович Садовничий | |
Виктор Садовничий Кремльте IV степеньлĕ «Тăван Çĕршывшăн хастар пулнăшăн» орденпа чысланă чухне, çу, 20 2009 ç. | |
Çуралнă вăхăт: | 1939, ака, 3 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | хеп. Краснопавловка, Харьков облаçĕ, УССР, СССР |
Патшалăх: |
Раççей Федерацийĕ |
Альма-матер: | М. В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ |
Раççей ректорĕсен ушкăнĕн ертӳçи.
Пурнăçĕ тӳрлет
1963 çулта МПУн механикăпа математика факультетĕнче математик ĕçне вĕренсе тухнă. 1974 çулта доктор диссертацине хӳтĕленĕ. 1975 çултанпа — МПУ профессорĕ. 1981—1982 çулсенче шутлав математикин тата кибернетика факультечĕн функционаллă анализăн тата унăн приложенисен кафедрин ертӳçи, 1982 çултанпа паян куна механикăпа математика факультечĕн математикăллă анализăн кафедрин ертӳçи. МПУ-ра çак ĕç вырăнĕсенче ĕçленĕ: механикăпа математика факультечĕн деканăн тĕпчев ĕçĕсен çумĕ, проректор çумĕ, проректор (1982-1984), пĕрремĕш проректорĕ (1984—1992). Çак çулсенче КПСС-ра пулнă, мехмат тата МПУ партком ĕçĕсене хастар хутшăннă. МПУ ректорне 1992 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче суйланă. 1996, 2001, 2005 (альтернативăсăр суйлав пулнă) çулсенче татах суйланă.
Хисепĕсем тӳрлет
- Раççей Тĕпчев Академин пайташ-корреспонденчĕ (1994)
- РТА пайташĕ (1997)
- РТА Президиум пайташĕ
- СССР Патшалăх парни лауреачĕ (1989)
- Франци республикин наци Командор орденĕн Хисеп палли.
- Тĕнчери нумай университетсен хисеплĕ тухтăрĕ.
- Раççейĕн тата ют çĕршывĕсен чылай тĕпчевлĕ журналĕсен редакци коллегисене кĕрет.
- 150 яхăн тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлесе пичетленĕ.
- Садовничий ертсе пынипе 40 кандидат тата 10 доктор диссертацисене хӳтĕленĕ.
Асăрхавсем тӳрлет
Вуламалли тӳрлет
Каçăсем тӳрлет
Садовничий Виктор Антонович Викиампарта? |
- Профиль Виктор Антонович Садовничий РĂА официаллă сайтĕнче
- Виктор Антонович Садовничий МПУ сайтĕнче
- Виктор Антонович Садовничий на сайте МГУ. msu.ru.
- Научные работы В. А. Садовничего в системе «Истина МГУ».
- О нём на странице Российского национального комитета по теоретической и прикладной механике
- Документальный фильм «Ректор Садовничий: портрет на фоне Университета» 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ. (телеканал «Россия», 2009)
- Иван Беляев «Будто школа КГБ»: соцсети об инциденте в МГУ (2019-10-15). — «В социальных сетях говорят об МГУ — там на дне открытых дверей несколько активистов спросили у ректора Садовничего о судьбе аспиранта Азата Мифтахова — он с зимы находится под стражей по обвинению в поджоге отделения «Единой России».» çăлкуçран архивланă 16 Юпа уйӑхӗн 2019. Тĕрĕсленĕ 16 Юпа уйӑхӗн 2019.
- Александр Соколов, Бэла Ляув, Елена Мухаметшина, Мария Подцероб, Максим Иванов. Во что Виктор Садовничий превратил МГУ за 27 лет // Ведомости, 5 декабря 2019 г. (большая и весьма насыщенная данными и сопоставлениями статья)